Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕсем тĕлĕшпе – çитменлĕхсем

24 сентября 2016 г.

Росреестрăн республикăри управленийĕ çулталăк пуçланнăранпа 922 ял-хулан генеральнăй планĕсене тĕпченĕ.

Кашни ял поселенийĕнче тенĕ пекех, Комсомольски тата Патăрьел районĕсемсĕр пуçне, çитменлĕхсем пурри палăрнă.

Управлени ертÿçи Екатерина Карпеева генплансенче тата куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕнче ял поселенийĕсен чиккисем пĕрешкел пулманнине каланă. Çакă генплана хатĕрленĕ чухне кадастр учетĕнчи параметрсене шута илменнипе, çавăн пекех вĕсене улшăнусене кĕртменнипе çыхăннă. 35 ялăнне вара чикĕсене вуçех палăртман.

– Çулталăк вĕçлениччен тата 800 ытла ял-хулан чиккисене тишкеретпĕр. Муниципаллă пĕрлĕхсен çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен – куçман пурлăх кадастрĕ – тăтăшах улшăнса тăракан информаци ресурсĕ, – пĕлтерет Управлени ертÿçи.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика