21 сентября 2016 г.
Районта хăмла туса илессипе «Агрохмель» общество ĕçлет. Кунта хăмла плантацийĕсем 16 гектар йышăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра обществăра «симĕс ылтăна» пухса илессипе ĕçсем анлă сарăлнă. Хăмла тухăçĕ, çанталăк çу кунĕнче уяр тăчĕ пулин те, япăх мар, кашни гектартан 12–15 центнер тухать.
«Симĕс ылтăна» пухса илес ĕçе механизациленĕ. Ятарлă машинăна Леонид Паньков механик пăхса тăрать. Хăмлана сортировка витĕр кăлараççĕ. Тасатнă хыççăн типĕтеççĕ. Унтан преслаççĕ.
Общество ĕçченĕсем тивĕçе ăнланса пурнăçлаççĕ тата тăрăшулăхпа палăраççĕ.
К.ЮРЬЕВ.