21 сентября 2016 г.
Вырсарникун, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, иртнĕ суйлава Вăрнар районĕнчи суйлавçăсен 72,48 проценчĕ хутшăннă. Уйрăмах Çавалкас, Мăн Явăш, Енĕш, Сăкăт ялĕсенче çынсем хастар пулнă, унта списока кĕртнĕ çынсен 80–90 ытла проценчĕ суйлав участокĕсене пынă.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн малтанхи даннăйĕсем тăрăх, пĕрлехи округпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине суйланма тивĕç çĕнсе илнĕ Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» партишĕн пуринчен ытла сасă панă – пĕтĕмпе 50,92%. Иккĕмĕш вырăнта КПРФ – 13,42 %, ЛДПР – 11,72 %, Справедливая Россия – 10,69%.
38-мĕш суйлав округĕпе Раççей Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче Леонид Черкесов çĕнтернĕ. Уншăн 125456 çын (46,77%) сасăланă. Олег Николаев 32153 (11,99%), Валентин Шурчанов 31881 (11,88%), Сергей Белобаев 20430 (7,62%) сасă пухнă, ытти кандидатсемшĕн 3 процент тата сахалрах сасăланă.
Пĕрлехи суйлав округĕпе пĕр мандатлă 3-мĕш суйлав округĕпе Вăрнар территорийĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн улттăмĕш сасăлаври депутачĕсен суйлавĕн малтанхи кăтартăвĕсем çапла: «Единая Россия» партишĕн 56,16%, «Справедливая Россия» партишĕн 12,54%, ЛДПР-шăн 11,37%, КПРФ-шăн 9,55% сасăланă.
Пĕр мандатлă 3-мĕш суйлав округĕпе Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма суйлавçăсем Сергей Павловшăн 16757 (58,95%), Вячеслав Алексеевшăн 3568 (12,55%), Владимир Федоровшăн 3357 (11,81%), Кристина Алексеевашăн 2105 (7,4%), Владимир Владимировшăн 1346 (4,73%) сасă панă.