Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур, хĕрсем!

21 сентября 2016 г.

Канмалли кунсенче Вăрнар спортсменĕсем черетлĕ ăмăртура вăй виçрĕç. Йĕлтĕр-роллер тата кросс енĕпе иртнĕ Чăваш ен первенствинче вĕсем те çĕнтерÿ пьедесталĕ çине тăма тивĕçрĕç.

Район чысне икĕ кунхи стартсенче тăххăрăн хÿтĕленĕ. Йĕлтĕр-роллерсен тупăшăвĕнче, шел те, вăрнарсен командинчен никам та призерсен йышне лекеймен. Анчах та вĕсем – чи вăйлă вунă спортсмен шутĕнче: Валентина Тикинева (1-мĕш шкул), Настя Тикинева тата Владимир Скворцов (Хапăс).

Иккĕмĕш кунне, кросра, вăрнарсене ытларах ăнăçнă. Вăтам ÿсĕмре 2 километрта Настьăна никам та хăваласа çитеймен. Дистанци çăмăл мар – трасса тÿремре мар, туллă-айлăмлă çулпа выртнă. Владимир 5-мĕш, Валентина 6-мĕш пулнă. Ачасем Юрий Тикинев тата Михаил Павлов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

Ку ăмăртусене Вăрнарăн паллă çамрăк спортсменĕсем те – Зойăпа Елена Зайцевасем – хутшăннă. Вĕсем хăйсем ăс пухакан вĕренÿ учрежденийĕн чысне хÿтĕленĕ. Хĕрсем икĕ кунне те ăнăçлă ăмăртнă. Йĕлтĕр-роллерсен тупăшăвĕнче Зоя иккĕмĕш, Лена виççĕмĕш пулнă. Кросра Лена ылтăн, Зоя кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика