21 сентября 2016 г.
Тĕлĕнмелле уçă кăмăллă çын вăл Хăмăш ялĕнчи Лариса Макаровна Колякина. 84-ра пулин те вăр-варлăха çухатман, алла туя тытман. Пурнăçа юратни, ĕçрен хăраманни ăна вăй-хал хушать. Хăйĕн кун-çулĕнче йывăрлăх курман мар, анчах нимĕнле асап та авса хуçман. Ун вырăнне ура çинче çирĕп тăма вĕреннĕ.
– Ан тĕлĕнĕр те, эпĕ чир-чĕр мĕнне пĕлместĕп, ку таранччен те больницăра выртса курман. Юн пусăмĕ те йĕркеллех манăн, – калаçăва пуçларĕ ватă çын.
Вăл, сакăрвуннă урлă каçнă пулин те, мачча çине пăхса выртма хăнăхман. Автан авăтиччен вăранать те – анкартине тухать, ĕçе кÿлĕнет. Пĕчченех пурăнать вăл. Хĕрĕ тĕп килтен тухса кайнăранпа çирĕм çул ытла ĕнтĕ.
Венерăна пĕчченех тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ Красноармейски районне качча тухнă.
Кинемей йывăç пÿртре пурăнать. 1961 çулта тунăскере кивĕ сăн çапнă. Çутçанталăк газĕ кĕртмен. Вутта хăех çурать, çынна нихăçан та чăрмантармасть. Анкартинче çĕр пусасси те, çĕрулмие кĕреçепе чавса кăларасси те йывăрлăх кÿмест. Пускилтен икĕ витрепе пĕр харăс шыв йăтса килет. «Ах, вăй-халăм пĕтрĕ, пултараймастăп», – тесе нихăçан та каламан.
Вăтăр урлă каçсан çеç качча кайнă Лариса Макаровна. Мăн Хирлеп каччипе – Николайпа – евчĕ паллаштарнă. Пĕр-пĕринпе ик-виçĕ хутчен курса калаçнă та, çемье çавăрнă. Анчах та упăшки ыррине кăтартман, хирĕçмелли сăлтавне тупсах тăнă.
– Çемье пурнăçĕнче телей курас çуккине ăнланса тăван яла, Хăмăша, каялла таврăнтăм. Пĕр çул та пĕрле пурăнасси пулмарĕ. Мĕнех тăвăн, шăпа çырнинчен иртеймĕн теççĕ. Хыççăн мăшăр ялне ура та ярса пусмарăм. Ачана пĕчченех пăхса ÿстерме шутларăм, – терĕ Л.Колякина.
«Броневик» хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Ăçта çын вăйĕ кирлĕ, унта тар кăларнă, турткалашса тăман. Çу кунĕсенче уй-хиртен татăлма пĕлмен. Хĕлле те кĕрĕк арки йăваласа ларман, бригадир мĕн хушнине пурнăçлама васканă. Шалу та йĕркеллĕ илмен, ĕç кунĕшĕн вăй хунă.
Çавах ырă самантсем те пулман мар. ,ç хыççăн лармана çÿрени, тус-тантăшсемпе пĕрле концерта хатĕрленни ватăшăн халĕ те куç умĕнчех. Лариса Макаровна хĕр чухнех юрлама юратнă. Çавăнпа сценăран уйрăлман. Спектакльсенче те вылянă. Драма ушкăнĕпе пĕрле çывăхри тĕрлĕ ялсене çитнĕ. Кăнтăрла ĕçре, каçхине сцена çинче пулнă пулин те ывăннине туйман. Юрă унăн чунне уçнă. Паянхи кун та юрламасăр пурăнмасть. Ĕлĕкхи юрăсене час-часах шăрантарать, çĕннисене те вĕренет. Уйрăмах Виталий Адюковăн юррисене кăмăллать.
– Шкулта пилĕк класс вĕреннипех çырлахмалла пулчĕ. Чи кирли – вулама та, çырма та пĕлетĕп. Тĕрлĕ хаçат çырăнса илетĕп, мĕншĕн тесен манăн пурнăçран юлас килмест, – калаçăва тăсрĕ Хăмăш çынни.
Лариса Макаровна, хăй каланă тăрăх, хаçата куçлăхсăрах вулать. Чăлха-нуски çыхнă чухне те куçлăх тăхăнмасть. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни çирĕплĕхе çухатма май паман. Терт-нуша асаплантарсан та шăла çыртса тÿснĕ, хăрăк турат пек хуçăлса çĕр çине ÿкмен. Йывăр саманта нихăçан та эрехпе пусарман.
– Машина туянма укçа-тенкĕ пухаймарăм, çавăнпа çуран утатăп. Хускану вăл – сывлăх. Çулсем малалла кайсан та пурăнас килет, – кăмăллăн пуплерĕ ватă.
Л.Колякина хăйне хавхалантарма пĕлет, малашлăха ырă ĕмĕтпе пăхать.
Юрий КОРНИЛОВ.