Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă ĕмĕт мала чĕнет

21 сентября 2016 г.

Юратать Чăрăшкас Хирлепе Ваня Семенов. Хăй Уйкас Ялтăрара çуралса ÿснĕ пулин те, халĕ пурăнакан ял тăван кĕтес вырăннех пулса тăнă, мĕншĕн тесен вăл мăшăрĕпе тата ачисемпе пĕрле виçĕ çул каялла Чăрăшкас Хирлепе килсе тĕпленнĕ. Тавралăхĕ, вырăнĕ килĕшнĕ те, пушă ларакан çурта туяннă.

Çĕр ĕçĕ, ял пурнăçĕ çывăх Ваня Семеновшăн. Ачаран вăл йывăçсемпе шыв-шурăн, чечек-курăкăн илемне курса ÿснĕ. Виçĕ шкулта вĕреннĕ. Вунпĕр класс пĕтерсен Шупашкара кайнă, тăваттăмĕш училищĕре каменщик специальноçне алла илнĕ. Çав вăхăтра каччă ăс-тăна пуянлатнă, вăй-халне те çирĕплетнĕ. Салтака кайма ят тухнă та – çĕршыва сыхлама ăсаннă. Кун хыççăн кун хыçа юлса пынă. В.Семенов службăна вĕçлесен тăван кĕтесе таврăннă. Канса пурăнма шутламан, каменщика вĕренсе тухнăскер, Чулхула облаçне тухса кайнă. Унта строитель ĕçне кÿлĕннĕ. Хыççăн ăна пурнăç çулĕ Мускав тăрăхне те илсе çитернĕ. Кунта та кирпĕч хунă, платник ĕçне пурнăçланă.

– 2007 çулта Аçăмçырми хĕрĕпе Оксанăпа çемье çавăртăмăр. Эпир унпа пĕр шкулта ăс пухнă. Вăл манран икĕ уйăх аслă, – пĕлтерчĕ икĕ ача ашшĕ.

– Салтака кайичченех пĕрле калаçса çÿренĕ пулĕ, – терĕм эпĕ.

– Çук, шкул хыççăн пĕр-пĕрне пачах та курман. Çыру та çÿретмен. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăнсан çеç тĕлпулу пулса иртрĕ. Эпир каччăсем Çĕнĕ çула кĕтсе илме пĕр юлташ патне пуçтарăнтăмăр. Ушкăнра Оксана та пурччĕ. Уяв вăхăтĕнче унпа калаçу пуçартăм. Çав каç паллах пĕрле савăнтăмăр. Шăпа çапла çырнă-ши, хыççăн Оксанăпа темиçе хутчен те курнăçрăмăр. Пĕр-пĕрне юратнине ăнланса илтĕмĕр. Çавна май пĕрлешрĕмĕр, – иртнине аса илчĕ Ваня Семенов.

Мăшăрсем ĕçсĕр пурăнман, укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе иккĕшĕ те икĕ çул майлă Мускава стройкăна çÿренĕ. Оксана та строителе вĕреннĕ пулнă. Çавăнпа та штукатур-маляр ĕçне пурнăçласси йывăрлăх кÿмен. Пурăна-киле вĕсен çемйине çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Хыççăн тепĕр ача кун çути курнă. Ача амăшĕн капиталĕпе усă курса Чăрăшкас Хирлепре çурт туяннă та Семеновсем.

– Ку ял пурнăçне тахçанах хăнăхса çитнĕ эпĕ. Енчен те пĕр-пĕр ĕçе пикенсен йывăрлăха кĕрсе ÿкместĕп, мĕншĕн тесен мана пулăшакансем пур. Теприсем пурăнма пĕлменнипе хĕн-хура кĕрсе ÿкеççĕ. Мулшăн çунни кирлĕ мар. Акă эпĕ яллă вырăнта пурăнатăп пулин те кил-çурта çĕнетме те, ачасене пăхса çитĕнтерме те укçа-тенкĕ çитеретĕп. Чи кирли – ĕçрен хăрас çук, – кăмăллăн калаçрĕ В.Семенов.

Вăл халĕ те Мускав тăрăхне ĕçлеме çÿрет. Мăшăрĕ вара Вăрнарти МСОра тимлет. Икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Асли Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче иккĕмĕш класра вĕренет.

– Чăрăшкас Хирлепре çурт туяннăранпа юсав ĕçĕсем сахал мар туса ирттертĕмĕр. Урамра тата пахчари картасене çĕнетрĕмĕр. Пытармастăп, пурнăçра чи хакли вăл – юратнă мăшăр тата ачасем çумра пулни. ,мĕр сакки сарлака тетпĕр, анчах вăхăчĕ шыв юххи пек малалла кайнине сисместпĕр те. Çавăнпа та ватлăхра кулянмалла ан пултăр. Ачасене тĕрĕс-тĕкел, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстересси тĕп тивĕç тесе шутлатпăр. Вĕсем пуртан эпир телейлĕ, – терĕ кил хуçи арçынĕ.

В.Семенов малашлăха çутă шанăçпа пăхма хăнăхнă. Ялта шкул, фельдшер пункчĕ, культура çурчĕ пурри ăна хавхалану хушать. Ун шухăшĕпе, ĕçлеме ÿркенмесен ялта та пурнăç лайăх.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика