Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр! Темле те улталасшăн

21 сентября 2016 г.

Аптекăра 26,4 хут йÿнĕрех!

Редакцие пĕр кинеми килчĕ. «Хам кăшт кăна улталанмарăм, ыттисем ан улталанччăр», – терĕ вăл. Иккен, хăйсен ялĕнче, Элмен Сунарта, Шупашкарти «Синергия» сиплев центрĕн клиникин ĕçченĕсем халăха пуçтарса компьютер диагностики тунă. Кинемие те пуç аптăратнине пĕлтерсе хăйсен эмелне илме сĕннĕ, ăна урăх ниçта та сутмаççĕ тесе ĕнентернĕ. Юрать, ватă çыннăн ун чухне юнашар 2100 тенкĕ пулман. Вăрнара килсен сиснĕ пекех аптекăна кĕнĕ вăл, Шупашкар сиплевçисем каланă эмеле ăçтан тупма пулать-ши тесе кăсăкланнă. Вăрнар аптекинчех пур иккен, хакĕ те 2100 тенкĕ мар, 79 тенкĕ кăна.

«Мушенниксем мар-ши вĕсем?» – тет ватă. Ку çынсем ытти ялсене те çитме пултараççĕ, тимлĕ пулăр.

 

Вылява ĕненсе

Йĕпреç районĕнчи пĕр хĕрарăм авă мушенниксен аллине урăхларах мелпе çакланнă. Пĕр çамрăк патне сотовăй çыхăну тивĕçтерĕвĕн паллă фирмин ĕçченĕ тесе шăнкăравланă, вăл кампанин шăпах миллионлă клиенчĕ, çавна май 85000 тенкĕ выляса илнĕ тесе суйнă.

Арçын ун ятне-шывне ыйтса пĕлнĕ, вылява мĕнлерех илесси пирки калаçнă, ăна çĕнтерÿçĕн картти çине куçарса пама килĕшнĕ. Хĕрарăм, мушенниксем мĕнлерех хăтланнине пĕлсе тăраканскерех, палламан çынна банк карттин номерне те, ун тепĕр енчи никама пĕлтерме юраман кодне те, телефон çине килнĕ пароле те каланă. Çапла мушенниксем ун картти çинчи укçине сăптăрнă. Хĕрарăм хăй улталаннине арçыннăн сасси ытла та ырă, ĕнентерÿллĕ пулнипе çыхăнтарнă.

 

Ырă тăвас тенĕ те...

Мушенниксем пуяс тесе мĕн тĕрлĕ мел шутласа тупмаççĕ пулĕ. Шупашкарта акă пĕр кунхине пĕр вăхăталлах икĕ çын улталаннă.

73-ри хĕрарăм банк учрежденинче пулса 90 пин тенкĕ алла илнĕ. Килнелле утнă чухне ăна пĕр арçын хăваласа иртсе кайнă. Ун кĕсйинчен тĕркем тухса ÿкнине курсан хĕрарăм ăна чĕнсе илме хăтланнă, анчах лешĕ илтмен. Çав вăхăтра тĕркеме урăх арçын çĕкленĕ, пенсионеркăна унти укçан пĕр пайне илме сĕннĕ. Малалла утнăçемĕн вĕсем патне укçа çухатакан леш арçын таврăннă, хăйĕн купюрисене паллă тунă, çавна май палласа илетĕп тесе çумри укçана кăтартма ыйтнă. Çак вăхăтра вăл пенсионеркăн чăн укçисене приколсен банкĕн банкнотисемпе улăштарнă. Çапла ватă хĕрарăмăнне 67 пин тенкине вăрланă.

Çак вăхăталлах Шупашкарта пурăнакан 63-ри арçынăнне те 5 пин тенкине кăларса илнĕ.

Шар курнисем ку арçынсене сăнласа кăтартнипе тата видеокамерăсене пăхнипе полици ĕçченĕсем мушенникла ĕçсем тăвакансен ориентировкисене палăртнă. Вĕсене шыраççĕ, уголовлă ĕç пуçарнă. 

Асăрхануллă пулăр!

Пĕлмен çынсене ан ĕненĕр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика