17 сентября 2016 г.
Районти тĕп больницăра халăха грипран хÿтĕлесси малалла пырать. 2016 – 2017 çулсенчи эпидеми сезонĕнче аслисен 42 процентне, ачасен 75 процентне прививка тума палăртнă.
Кăçалтанпа грипран вакцинацилесси профпрививкăсен Наци календарьне кĕнĕ. Ун йĕркипе ку чиртен ача сачĕсене çÿрекенсене, шкул ачисене, студентсене, медицина ĕçченĕсене, вĕрентÿ тата обществăлла транспорт учрежденийĕсен ĕçченĕсене пурне те обязательнăй майпа прививка тумалла. Раççей Минздравĕн хушăвĕпе ку перечене анлăлатнă: ача кĕтекен хĕрарăмсен, 60 çултан аслăрах, чĕре-тымар, сывлав органĕсен чирĕпе, самăрлăхпа аптăракан çынсен, çар службин призывне лекнисен прививка тутармаллах.
Грипп эпидемийĕ кашни çулах пулать, организмра хÿтĕлев антителисем ĕçлеме тытăнччăр тесен чир сарăлакан тапхăрччен прививка тумалла. Роспотребнадзор специалисчĕсен прогнозĕпе, грипп ытларах чухне декабрь – январь уйăхĕсенче сарăлать. Эппин, унччен иммунизациленме ĕлкĕрмелле.
Кăçалхи эпидсезонра Раççейре грипп вирусĕн çĕнĕ штаммисем, йывăр чире яраканнисем, пулассине палăртаççĕ. Çавăнпа та вакцина тытăмне çĕнетнĕ. Унта А (H1N1) грипăн штаммисĕр пуçне А (H3N2), В грипп штаммисем хушăннă.
Вăрнар районĕн хисеплĕ çыннисем! Вакцинăна медицина учрежденийĕнче кăна, тухтăрпа канашланă хыççăн, тутармалла. Прививка тÿлевсĕр. Сире район тĕп больницин инфекци пÿлĕмĕнче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче 8 сехетрен пуçласа 15 сехетчен кĕтеççĕ. Пĕрле амбулатори картти тата полис пулмалла.
М.ДЕМЬЯНОВА,
районти тĕп больницăн поликлиникин
медицина профилактикин пÿлĕмĕн фельдшерĕ.