17 сентября 2016 г.
Праски Витти (Виталий Петрович Петров) паянхи куна республикăри чи паллă та пултаруллă художник шутланать. Вăл – çĕршыври чылай хулари (Ижевск, Хусан, Пермь, Краснокамск, Тольятти, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, ытти) обществăлла зданисен монументаллă-декоративлă çыравĕн авторĕ. Тĕрлĕ техникăпа çырнă живопись тата графика произведенийĕсен авторĕ. Кĕнеке иллюстрацийĕсен, йывăçран касса кăларнă произведенисен, керамика изделийĕсен илемлетĕвĕн тата чылай ĕçĕн авторĕ.
СССР тата Раççей Федерацийĕн монументаллă-декоративлă тата эмальер искусстви енĕпе ирттернĕ чылай творчество семинарĕн участникĕ тата хутшăнуçи. Вăл Германири, Чехословакири художник ушкăнĕсемпе чылай ĕçленĕ. Венгрире, Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсенче, Сочире эмальпе ÿкерессипе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери симпозиумсене çичĕ хутчен хутшăннă. Ун ĕçĕсем Германири, Болгарири, Венгрири, Польшăри, Испанири, Америкăри куравсенче пысăк хака тивĕçнĕ, хамăр çĕршыври çеç мар, ют çĕршывсенчи хуласен музейĕсенче, çавăн пекех уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранаççĕ.
Ахальтен мар 2012 çулта çĕршыв культурипе искусствине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, творчествăри нумай çулхи ĕçĕшĕн Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе Праски Виттине Туслăх орденĕпе наградăланă.
Праски Витти Малти Ишек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ача чухне К.Ивановăн «Нарспи» поэмин «тыткăнне» лекнĕскер, вăл хăй тĕнчене мĕнле курнине чăваш классикĕн произведенийĕн сăнарĕсем урлă кăтартас меле суйласа илнĕ. Темиçе çул каялла районти историпе краеведени музейĕнче йĕркеленĕ куравра ÿнер тусĕсемпе тĕл пулнă чухне тĕнчери ÿкерÿ культурипе, авалхи ăсчахсемпе ученăйсен опычĕпе паллашнă, йăла вăрттăнлăхĕсене уçнă май «Нарспине» тата та тарăнрах ăнланнине палăртнăччĕ художник. Ун шучĕпе çак поэма пĕтĕм халăха пĕтĕмĕшле сăнлать, унта ырăпа усал та, телейпе хурлăх та, юратупа курайманлăх та пур. /керчĕксенче «Нарспи» геройĕсем «чĕрĕлсе» тăраççĕ кăна мар, хăйне евĕрлĕ символла паллăсем пулса тăраççĕ. Вĕсем ÿнерçĕн кашни ĕçĕсенче аван палăраççĕ. Вĕсем çĕршер çул каяллахи пурнăçа тавăраççĕ, хамăр пурнăç çине философилле куçпа пăхма сĕнеççĕ, иртнипе пуласлăха тачă çыхăнтараççĕ. Чăваш наци культуришĕн кулянни, унăн аталанăвĕшĕн-çитĕнĕвĕшĕн мăнаçланни аван палăрать. Çын пурнăçĕ кустăрма евĕр çаврăнать – акă мĕн калаççĕ ун ÿкерчĕкĕсем. Хĕвел, пурнăç йывăççин, çулăм, шывсен, çуртсен паллисемпе автор композицийĕсене тата вăйлăрах курăнаççĕ, геометри фигурисем (тĕнĕл, тăваткал, ункă, çурма ункă), тĕнче кĕтесĕсем тата тÿпе символĕсем тĕрлĕ тĕне ĕненнĕ йăхташăмăрсен пурнăçне тавăраççĕ.
Пĕлĕвĕ тата интересĕсем анлă Праски Виттин. Унăн произведенийĕсем хальхи вăхăтри, историлле, миф, литература, нумай чухне фантастикăллă сăнарсене пĕрлештереççĕ. Автор концепцийĕ пĕрре пăхсан йывăр тата ăнланмалла мар пек туйăнать, анчах та ун произведенийĕсем чи малтанах çынна, унăн ăс-хакăл, чун пуянлăхне мала кăлараççĕ.
Пултаруллă ентешĕмĕр хăйĕн чаплă, философилле, чăваш культуришĕн çав тери хаклă ĕçсемшĕн тĕрлĕ наградăсене нумай тивĕçнĕ. Вăл – Вăрнар районĕн «Хисеплĕ гражданинĕ».
Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Праски Витти 80 çул тултарать. Юбилей тĕлне вăл хăй çинчен кĕнеке кăларнă. Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти ÿнер музейĕнче курав уçăлĕ.