Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушлăх тапхăрĕнче халăх ăнланасса шанатпăр

17 сентября 2016 г.

Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче сыснасен Африка мурне тупса палăртни республикăра кăткăс лару-тăру туса хучĕ. Пирĕн район та хăрушлăхăн иккĕмĕш зонине кĕчĕ. Çавна май Вăрнар тăрăхĕнче ветеринари правилисемпе килĕшÿллĕн 5 километрлă буферлă зонăсем туса хунă. Хăрушлăха сарас мар тесе сысна комплексĕнчен 5 километрлă радиусра уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче сыснасем тытма юрамасть.

Пирĕн районта чух-чухсене ĕрчетекен организацисем иккĕ: Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тата «Луч» хуçалăх. Çавна май буферлă зонăна кĕрекен ялсене палăртнă (вĕсене хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ). Анчах та юнашар ялсемех е урамсем ку зонăна кĕменни кĕнисен чунĕсенче тарăхупа кÿренÿ туйăмне çуратать. Эппин, халăх Африка мурĕн хăрушлăхне туллин ăнланса илеймен. Çавна май эпир ку чир пирки тепĕр хут выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕпе Владимир МАТВЕЕВПА калаçатпăр.

– Владимир Николаевич, пĕлнĕ тăрăх, уйрăмах çĕрпелсем пăшăрханса ÿкнĕ. Кунта буфер зони пĕтĕм ял çине сарăлманнипе ĕнтĕ...

– Ку салара, чăн та, буфер зони пĕтĕм урамсене пырса тивмест. Сăмахран, Зеленăй урамăн 340 метрĕ, Советски урамăн 270 метрĕ, Октябре – 60 çул урамăн 120 метрĕ, çул тăваткалĕнчен Комсомольски урамĕнчи Ю.И.Максимов çурчĕ таран тата унтан тытăнса 160 метрĕ ку зонăна кĕрет. Çавăнпа та халăхра пăшăрхану туйăмĕ çуралнă та. Ÿстернĕ сыснасене пусас килменнипе çыхăннă ĕнтĕ ку. Анчах та эпир кунти çынсене те, буфер зонине лекнĕ ялсенче пурăнакансене те ăнланма ыйтатпăр. Хăрушлăх тапхăрĕнче сысна пуçне сахаллатни – питĕ кирлĕ мера. Мĕншĕн тесен çакă чир ерес хăрушлăха та чакарать. Африка мурĕ чăтма çук пысăк сиен, тăкак кÿме пултарассине манас марччĕ. Паян эпир йышăнакан мерăсене пурнăçламасан района та инфекци çитес хăрушлăх пур. Çитменнине, комплекссенчи мĕнпур сыснана тĕп тума тивĕ. Ку – экономикăшăн та пысăк çухату.

Çавна май эпир паян çынсене килти ÿссе çитнĕ сыснасене пусса çиме ыйтатпăр, ку енĕпе нимĕнле чару та çук. Хальхи вăхăтра çавăн пекех ватă амасене, пĕчĕк çурасене çывăхри комплекссене сутма май туса парассипе ĕçлетпĕр.

– Халăх туллинрех ăнлантăр тесе Африка мурĕн хăрушлăхĕ пирки тепĕр хут аса илсен пăсмасть пулĕ.

– Ку чир – çутçанталăкри чарма çук пулăм. Вăл питĕ хăвăрт аталанать, пĕр эрнерен пур выльăх та харăс аптăрать. Чирленĕ вăхăтра чир паллисем курăнмаççĕ. Вирус аптранă выльăхран тавралăха сĕлекепе, каяшпа, шăк урлă саланать. Апатпа, шывпа, айсарăмпа, тислĕкпе, савăт-сапапа, транспортпа тата сысна пăхакансем урлă талккăшĕпех куçма пултарать. Пыйтăсемпе сăвăссем, чирлĕ сысна юнне ĕçсе, вируса саракансем пулса тăраççĕ. Ун çăмартисем те çак чирпех çуралаççĕ.

Чир çавăн пекех хир сыснисемпе те килме пултарать. Калăпăр, пĕр-пĕр послеленире ку чир вучахĕ пулнă пулсан унта кайран та инфекци вăй илме пултарать. Кубăра ав 1974 çултанпах пĕр сысна та усраймаççĕ.

– Буфер зонине лекнисем сыснасене пусмасан, вĕсем пуррине пытаракансене мĕн кĕтет-ха?

– Паян эпир пур ялта та асăрхаттару мелĕсемпе ĕçлетпĕр. Ветеринарсем кашни киле памяткăсем валеçеççĕ. Саккун тăрăх, уйрăм çынсен сысна пуçĕ пирки вырăнти ветеринарсене пĕлтермелле, вĕсене вăхăтра прививка тутармалла: шыçăран, чумаран. Сăвăссенчен ятарлă препаратсемпе сĕрмелле е укол тутармалла.

Хальхи хăрушлăх тапхăрĕнче çынсен ăнланмаллах. Енчен те вăл е ку хуçалăхра чир вăй илсен, çакна пытарсан административлă е уголовлă явпа тыттараççĕ.

Республикăра хăрушă çак чире палăртсанах поселенисене дезинфекци препарачĕсем валеçсе тухрăмăр. Çынсем вĕсене витесене кĕнĕ çĕре сарма тивĕç, ку дезоматăсем выльăхсем патне инфекци илсе кĕрессинчен сыхлаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.     

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика