17 сентября 2016 г.
Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсен фермисенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрлессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Ку хутĕнче районти ветеринари станцийĕн начальникĕ В.Матвеев, «Агроинноваци» предприяти директорĕ Е.Алексеев, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г.Романов Кĕçĕн Кипекри Игорь Сергеевăн хуçалăхне çитрĕç.
Фермер темиçе çул каялла пушă ларакан ферма çуртне туяннă. Юсав ĕçĕсем чылай туса ирттернĕ. Выльăхсем илнĕ. Хальхи вăхăтра фермăра мăйракаллă шултра выльăх 66 пуç шутланать:: 36-шĕ сăвакан ĕнесем. Кăçалхи сакăр уйăхра сĕт 114,1 тонна суса илнĕ. Çу кунĕсенче ĕнесене уйра çÿретнĕ. Кĕтÿçсем тытман, мĕншĕн тесен электрокĕтÿçпе усă курнă. Ĕçлекенсен йышĕ пысăк мар, çиччĕн кăна. Апла пулин те пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 119 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. «Çĕр лаптăкĕ сахалтарах», – терĕ И.Сергеев фермер. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама тăватă тракторпа пĕр комбайн пур. Хĕрÿ тапхăрта утă 150 тонна, сенаж 600 тонна хатĕрленĕ. Апат хĕл каçма çителĕклĕ. Ферма çурчĕсене шуратнă, дезинфекциленĕ, сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. Халĕ те хăшпĕр юсав ĕçĕсене тăваççĕ. Фермер выльăхсен йышне икçĕр пуçа çитерме тĕллев тытнă.
Рейд ушкăнĕ «Мураты» хуçалăхра та пулчĕ. Кунта та ĕçсем кал-кал пыраççĕ. ,несене кашни кун уя, симĕс курăк çине илсе тухаççĕ. Вĕсене икĕ кĕтÿç пăхать. Кашни ĕнерен вăтамран 4595 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту районта чи лайăххисенчен пĕри. Сăвăм, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, тăхăр процент ÿснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа аш-какай 32,7 тонна туса илнĕ тата сутнă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен чылай ÿснĕ. Хуçалăхра 60 пуç пăру тăмаллăх çĕнĕ вите тунă. Пĕлтĕр хăйсен вăйĕпе 100 вырăнлăх выльăх-чĕрлĕх пÿлĕмне реконструкциленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, «Мураты» хуçалăхра фермăсене выльăха хĕл каçарма тĕплĕн хатĕрленĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.