17 сентября 2016 г.
Шупашкарта пĕрремĕш йăлтăркка «Эпир пĕрлешетпĕр» журналăн «Чи лайăх çураçнă хĕр» конкурсĕ туй тематикине халалласа иртнĕ.
Конкурса Чăваш енпе Мари Эл республикин территорийĕсенче пурăнакан, 2015 çултан пуçласа 2016 çулхи августăн 1-мĕшĕччен качча тухнă хĕр хутшăнма пултарнă.
Малтанах туй сăнÿкерчĕкĕсене, çемье йĕркеленин историне çырса кăтартнине тата кĕске анкетăна тăратмалла пулнă.
Кашни икĕ уйăхра тăваттăн çурма финала тухнă. Журналăн иккĕмĕш кăларăмĕнче полицин районти пайĕн дознавателĕ Наталия Прокопьева, пĕтĕм критерисем витĕр ăнăçлă тухса, çурма финала çакланнă.
Августăн 10-мĕшĕнче иртнĕ конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче çурма финала тухнă 20 хĕр тупăшнă. Сентябрĕн 7-мĕшĕнче кăтартусене пĕлтернĕ. Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ Наталья Прокопьева «2015 – 2016 çулсенчи чи лайăх çураçнă хĕр» конкурсăн дипломанчĕ пулса тăнă.
Ярослав НИКИФОРОВ.