Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхсен съезчĕ нумай нациллĕ Чăваш ене пĕрлештерчĕ

14 сентября 2016 г.

Шупашкарта республикăра пурăнакан халăхсен съезчĕ иртнĕ

Фойери куравсем республикăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе, халăхсен культурипе паллаштарнă.

Съезда уçнă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ çумĕнчи сумлисен Канашĕн председателĕ Лев Кураков ку мероприяти наци политикине лайăхлатас-çĕнетес, этемлĕхпе кăмăл-сипете, нацисен шухăшĕсен вăйĕпе Раççей патшалăхне аталантарас тĕллевлĕ пулнине палăртнă.

Съезда Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Республикăра 128 наци, 8 этнос ушкăнĕн, 14 конфесси çынни пурăннине аса илтернĕ, халăхсен çитĕнĕвĕсене пĕрлештерекен тĕлĕнмелле культурăна ырăлăх тата ĕçлевлĕх хывăннине палăртнă.

«Чăваш енĕн нумай нациллĕ халăхĕ тăрăшнипе, социаллă тĕллевлĕ политикăна тытса пынипе юлашки 100 çулта пирĕн республика Раççейĕн никамах та пĕлмен вырăнĕнчен инновацилле, сулмаклă аталанакан, пурăнма хăтлă регион пулса тăчĕ, – тенĕ М.Игнатьев. – Пирĕн пурин те тăнăçлă, вăйлă, пĕрлĕхлĕ Раççейре, чечекленекен Чăваш енре пурăнас килет! Республикăра пурăнакан халăхсен культури, чĕлхи, йăлисем – пирĕн пысăк пуянлăх! Эпир пĕр шухăшлă пулни – регионти нацисем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетнин никĕсĕ. Пĕрлĕхре – пирĕн вăй!».

Съезда хутшăнакансене Раççей халăхĕсен Ассамблея Канашĕн председателĕ Светлана Смирнова, Шупашкар тата Чăваш ен митрополичĕ Варнава, Мускав хулин, Тĕп регион тата Чăваш ен Муфтийĕ, Раççей Обществăлла палата членĕ Альбир Крганов, Раççей Обществăлла палата членĕ Николай Дроздов тата ыттисем саламланă. Республикăри халăхсен Ассамблейине туса хунă, ун Уставне йышăннă, председателе Лев Куракова суйланă.

Пирĕн районта Халăхсен съездне халалланă эрне «Халăхсен туслăхĕн эрни» паллăпа иртрĕ. Ку енĕпе вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç. Ача-пăча библиотеки «Я, ты, он, она – вместе целая страна» уява, поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕ «Дружбе народов – да! Вместе мы – одна семья!» концерта йыхравларĕç. 

Калининăри вăтам шкулта кашни куна вăл е ку мероприятие халалланă. «Республикăри нацисем» класс сехечĕсем, «Туслăхăн чикки çук» ÿкерчĕксен куравĕ, «Эпир – пĕрле» сăвăсен конкурсĕ, «Халăхсен кухни» чей каçĕ иртнĕ. Халăхсен туслăхĕн эрнине тĕрлĕ нацисен тумĕсене, йăлисене кăтартнипе вĕçленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика