14 сентября 2016 г.
Иртнĕ эрнекун Шупашкарта 2001 – 2002 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ Чăваш ен первенствинче Вăрнар район спортсменĕсем чи лайăх результат кăтартнă.
Район кĕрешÿçисен пилĕк «ылтăн». Вĕсене Никита Львов, Алексей Тимофеев (2-мĕш шкул), Милена Федорова (1-мĕш шкул), Екатерина Кошкина (Мăн Явăш) тата Анастасия Краснова (Санарпуç) çĕнсе илнĕ.
Вăрнарти 2-мĕш шкулти Елена Ластухина, 1-мĕш шкулти Дмитрий Львов тата Санарпуçĕнчи Настя Фадеева çĕнтерÿ пьедесталĕн иккĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.
Никита Александровăн (2-мĕш шкул), Кирилл Лукинăн тата Анастасия Максимован (1-мĕш шкул), Ангелина Егорован (Санарпуç) бронза медальсем.
Никита Львов, Милена Федорова, Алексей Тимофеев, Катя Кошкина, Лена Ластухина, Дима Львов, Настя Максимова халĕ Атăл тăрăхĕнчи округ первенствине хутшăнма хатĕрленеççĕ. Ăмăртусем сентябрĕн 24–25-мĕшĕсенче Ульяновскра иртеççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.