14 сентября 2016 г.
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн рейтингĕ яланхиллех пĕтĕм рекорда çапать. Çавăнпа та политика вăйĕсем паллă лидер çумне мĕнле те пулин «тĕршĕнме» тăрăшаççĕ. МК тĕрлĕ политика партийĕсем Путина чăннипе мĕнле пулăшнине тишкернĕ.
Паллах, Владимир Путинран хăйĕнчен ыйтсан ансатрах пулĕччĕ, анчах та хăй хуравне вăл халăх умĕнче пĕрре кăна мар тахçанах пĕлтернĕ. Хăйĕн тĕревĕ тата «çĕршыва пĕтĕçтерекен точка» уншăн – «Единая Россия». Анчах ытти партисем те хăйсене халсăртарах пулин те тĕревлĕ тесе кăтартасшăн. Сăмахсемпе. Анчах чăннипе епле-ши?
ЛДПР патне ыйту сахалрах. Вĕсен лидерĕ пулмасла шухăшсем калать пулин те, вĕсем нихăçан та политика конъюнктурине хирĕçлемеççĕ. Шухăшĕпе тата сĕнекен мелĕсемпе «генеральнăй линирен» ытлашшипе иртеççĕ кăна. «Единая Россияна» вăрçкалани те пулкалать,, анчах кăна никам та чăнласа йышăнмасть. Пĕтĕмĕшле, ЛДПР Путина пулăшмасть пулин те сиен кÿмест.
КПРФ хăйне пĕртен-пĕр чăннипех те оппозици партийĕ пек тытать, анчах та Путина хирĕç нихăçан та тÿреммĕн каламан, «çак влаç» евĕрлĕ формулировкăсемпе çеç çырлахать. Патшалăх Думин сесси залĕнчен хирĕçлевпе КПРФ депутачĕсем пĕрре кăна тухса кайнă. Урăхла каласан, пĕтĕмĕшле КПРФ хăйне цивилизациллĕ тытать, çынсене баррикадăсене йыхравламасть. Парламентăн йĕркеллĕ оппозицийĕ. Анчах кунта та Путина пулăшни пирки сăмах та çук. Коммунистсем тахçанах бюджета хирĕçле сасăлаççĕ. Аталану çине яма пултаракан хушма тупăшсем тĕлĕшпе те. «Тухатмăш вара – хирĕç!» принцип «Путин пулăшăвĕ» çине шанма пултарать-ши?
«Справедливая Россиян» лару-тăрăвĕ тата кăсăклăрах. Йĕркеленнĕренпех ку парти «Эпир Путиншăн, анчах «Единая Россияна» хирĕç» тезиса тăратрĕ. Кунашкал «икĕпитлĕхе» малтанах политика шизофренийĕ тесе йышăнчĕç. Каярах кăштах хăнăхрĕç. СР – Путиншăн, тейĕпĕр. Халĕ вара пăхар-ха, чăнах та çапла-и?
Сăмахпа – мĕн? Сулахай флангра КПРФпа чавсасемпе тĕркĕшсе справедливороссем «Единая Россияна» хытă вăрçаççĕ тата хăйсене малтанхиллех Путинăн соратникĕсем пек кăтартма хăтланаççĕ.
Чăннипе вара? Кунта сăмахпа каланинчен йывăртарах. Политикăри иккĕленчĕкĕ çаплипех. Хăйне оппозици пек те кăтартмалла – унсăрăн суйлавçăсем тараççĕ, Путин тусĕсен йышне те кĕртмелле. Патшалăх Думин ларусен залĕнчен эсерсем час-часах тухса каяççĕ, вĕсем унталла-кунталла çÿренине хăнăхнă ĕнтĕ. Пĕр самантра «справедливороссем» ытлашши иртĕхсе кайнă. Владимир Путин шăпах «шурă лентăллисемпе» çивĕчех хирĕçленĕ вăхăтра ларăва шурă лентăсемпе килес шухăш камăн пуçне килнине калама йывăр. Анчах та çакăн хыççăн «Справедливая Россия» партие «майдан» евĕр протестантсем пек – Путинăн тÿреммĕн тăшманĕсем пек йышăнма тытăннă. Шутласа илчĕç те – кая юлчĕç. Партирен васкаса паллă оппозиционерсене хăваласа кăларчĕç – Геннадийпе Дмитрий Гудковсене, Илья Пономарева, Людмила Нарусована, каярах Оксана Дмитриевана.
Мĕн тетĕр? Оппозици эсерсенчен, соглашательсенчен пек пăрăнчĕ, Путинпа туслă пулни çинчен сăмах та пулма пултараймасть. Çитменнине, справедливороссем пĕрре мар Президентшăн çав тери кирлĕ саккун проекчĕсене хирĕç сасăларĕç. Халĕ «Ни Туррине, ни шуйтанне». «Родина» парти вара йышĕпех «Справедливая Россияран» тухрĕ.
Тĕрĕссипе, тĕслĕх шырама Мускава çитмелле мар. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн нумаях пулмасть иртнĕ ларăвĕнче бюджета тÿрлетÿсем кĕртессине пăхрĕç. 4 миллиард ытларах тенке пайласа парассине çирĕплетмеллеччĕ. «Справедливая Россия» фракци сасăлавра тытăнса тăчĕ. Вĕсене сасă çитнĕ пулсан, республика экономикине çав тери кирлĕ пысăк укçа пырса кĕреймĕччĕ. Республика аталанăвĕ пирки мĕнле пăшăрханни курăнать.
Чăн экономика секторĕнче те тепĕр чухне вĕсем тĕлĕнмелле хăтланаççĕ, куншăн Сталин вăхăтĕнче сăмахсăрах стена çумне тăратнă пулĕччĕç. Халĕ ав республика мăнаçлăхĕ, нумаях пулмасть кăна ăнăçлă ĕçленĕ «Чăваш бройлерĕ» панкрута тухас тапхăрта. Ку тăрăма предприятие Патшалăх Думин «Справедливая Россиян» пĕр депутачĕ çитернĕ. Сас-хура тăрăх, çаврăнăшран 100 миллиона яхăн тенкĕ кăларнă. Çак укçапа мар-и суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче нумай тĕслĕ пысăк тиражлă пичет продукцине салатаççĕ? Тĕрĕссипе, ку енĕпе халĕ тивĕçлĕ органсем ĕçлеççĕ.
Пĕтĕмĕшле «Путин юлташĕсен» ытларахăшĕ пирки халăх каларăшĕпе: «Кунашкал пĕр тус пулсан – тăшмансем те кирлĕ мар!» теме пулать.
«МК в Чебоксарах» изданирен.