10 сентября 2016 г.
Çăкăртан асли çук. Çак каларăшăн пĕлтерĕшне «Броневик» хуçалăх ертÿçи В.Репин лайăх пĕлет. Хăйĕн пурнăçне ял хуçалăх отраслĕпе çыхăнтарнăшăн ÿкĕнмест. Хуçалăх тилхепине тытса пырасси çăмăл мар, хĕрÿ тапхăрта канса ларма та вăхăт çук: уй-хире те çитсе килмелле, ферма ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланмалла. Вун-вун çыннăн ĕçне тĕрĕслесе тăмалла – унсăрăн хуçалăха малалла яраймăн.
Çăмăл мар пулсан та çĕнĕ тĕллевсем лартма пултарать В.Репин. Ертÿçĕ тимленипех склад тума пуçланă. Фермăра та ятарлă бригада юсав ĕçĕсене пикеннĕ. Çакна обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма еплерех хатĕрленнине тĕрĕслессипе йĕркеленĕ комиссипе «Броневикра» пулнă май хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр.
Эпир фермăна ушкăнпа пырса кĕтĕмĕр. Юсав бригади акă вите варрипе иртекен урая çĕнетессипе тимлетчĕ. Тăваттăн тăрăшатчĕç. Тепĕр витере вара дояркăсем каçхи сăвăма хатĕрленетчĕç.
Аллине пушă тытнă арçын пирĕн пата çывхарчĕ. Валерий Павлов кĕтÿç пĕрремĕш çул мар хуçалăхăн ĕнисене пăхать иккен. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен те уйрăлмасть вĕсенчен.
– Çанталăк уяр тăнă чух уйра çÿреме питех те лайăх. Вырăнĕ çителĕклĕ. Çисе тăранмалăх курăкĕ пур. Виççĕн пăхатпăр та, вăхăт иртни те сисĕнмест, – терĕ Валерий Павлов.
Кĕтÿçсем ĕнесене улăх-çарана ирхи саккăрта илсе тухаççĕ. Тăваттăра каялла кĕртеççĕ. ,несене сунă хыççăн витере тăратмаççĕ, çуллахи лагере хăваласа каяççĕ. Выльăхсене хуралçăсем сыхлаççĕ. Сăвакан ĕнесем – 180 пуç. Хуçалăх ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра кашни ĕнерен куллен 16–17 килограмм сĕт суса илеççĕ. Улăх-çаранра çÿретни уссине панă: кăçал сĕте пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан вăтăр тонна ытларах суса илнĕ. Кĕр енне сĕт хакĕ те ÿсме пуçланă. Çакă та савăнтарать ертÿçĕне, мĕншĕн тесен хуçалăх кассине укçа-тенкĕ нумайрах килет. Тумалли, çĕнетмелли вара чылай. Çав вăхăтрах ял ĕçченĕсене шалу та уйăхсерен тÿлемелле. Ку енĕпе парăма кĕмен, тăрăшуллисене хавхалантарма майне те тупаççĕ.
– Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Утă 400 тонна, сенаж 1100 тонна янтăларăмăр. Хĕрÿ тапхăрта çунтармалли-сĕрмелли материалсем çуккипе техника уя тухмасăр ларман. Механизаторсем те хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕç, – пĕлтерчĕ В.Репин.
Ферма ĕçченĕсене те ырăпа асăнчĕ. Кашни ĕнерен сĕт ытларах суса илесчĕ – çак тĕллевпе ĕçе пыраççĕ дояркăсем. Пĕрне кура тепри тăрăшулăх кăтартать. Пĕр шухăшлă пулни ĕç-хĕле такăнтармасть. Ăнăçу пĕтĕмпех коллектив тăрăшулăхĕнчен килет.
Ертÿçĕ ĕççи çинче те чарăнса тăчĕ. Кăçал «Броневикра» пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 440 гектар çинчен пухса илнĕ, 940 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 21 центнерпа танлашнă. Вырмана вĕçленĕ. Хальхи вăхăтри тĕп ĕç – кĕрхисене палăртнă чухлĕ акасси тата çĕртме тăвасси. Механизаторсем çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те пур.
Ятарлă комисси членĕсем ферма ĕçченĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕç. Вĕсене районти ял хуçалăх отраслĕнчи ĕçсем пирки каласа пачĕç.
Юрий КОРНИЛОВ.