10 сентября 2016 г.
Раççей Правительствин йышăнăвĕпе 2010 çултанпа социаллă ыйтусемпе халăхра тăтăшах ыйтăмсем ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри – октябрьте çынсен пурнăç условийĕсене комплекслă тĕпчесси.
Вулакансем астăваççĕ пулĕ, кунашкал тĕпчеве 2014 çулта ирттернĕччĕ, пирĕн районтан унта Шĕнер Ишек ял тăрăхĕ лекнĕччĕ. Кăçал та асăрхава Шĕнер Ишек ялне кĕртнĕ.
Çынсен хуравĕсене Росстат çирĕплетнĕ хутсем çине çырĕç. Ыйтăм хуравĕсене никама та пĕлтермеççĕ, ун даннăйĕсем халăх пурнăçĕн пĕтĕмĕшле тăрăмне палăртма май парĕç.
Республикăра кăçал 540 кил хуçалăхне асăрхава илĕç, вăл шутран 243-шĕ – яллă вырăнсенче.
Тĕпчеве ятарласа вĕрентнĕ интервьюерсем ирттереççĕ. Вĕсем йăла условийĕсем, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, транспорт, суту-илÿ, йăла тивĕçтерĕвĕсемпе килĕшни-килĕшменнине, ĕçлевлĕ пулнине, социаллă пулăшу илнине, епле каннине ыйтса пĕлеççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.