10 сентября 2016 г.
Ыйтăмсен кăтартăвĕсем республикăра пурăнакансен пысăк пайĕ «Единая Россия» партишĕн пулнине кăтартаççĕ.
Суйлавччен эрне юлчĕ, социологсем вара халех хăйсен экспертла хаклавне тата çĕршывăн тĕп политика пулăмĕн результачĕсене малтанласа палăртаççĕ.
Ку эрне пуçламăшĕнче «Левада-Центр» çĕршывĕпех ирттернĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсене пичетленĕ. 1600 çынран ыйтса пĕлнĕ. Малтанхи пекех çынсем «Единая Россия» партие ытларах шаннине пĕлтернĕ. Уншăн ыйтса пĕлнисен 50 проценчĕ сасăлама хатĕр. КПРФшăн – 15, ЛДПРшăн – 14, «Справедливая Россия»шăн – 9 процент.
Чăваш енре тĕп политика вăйĕн шайлашăвĕ урăхларах. Августăн 20–30-мĕшĕсенче социологсем никама пăхăнман «СОЦИС» организацийĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавне халалласа тĕпчев ирттернĕ. Унта 7700 çын хутшăннă. Респондентсене çакнашкал ыйту панă: «Паян Чăваш ен Патшалăх Канашĕн суйлавĕ пулнă пулсан, эсир хăш партишĕн сасăланă пулăттăр;».
Ыйтăма хутшăннисен 55 проценчĕ «Единая Россия» партишĕн пулнине пĕлтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Справедливая Россия», малалла – коммунистсем тата ЛДПР. Респондентсен 16 процентне яхăнĕ хăйсен шухăшне палăртман-ха.
– «Единая Россия» лидерта пулнинче нимĕнле кĕтменлĕх те çук, – тет Чăваш Республикинчи социологсен «СОЦИС» обществăлла организаци директорĕ Дмитрий Борцов. Пĕрремĕшĕнчен, ку Владимир Путинăн пысăк авторитечĕпе çыхăннă, унсăр пуçне партие тăнăçлăхпа, çĕршывра пулса иртекен ырă улшăнусемпе çыхăнтараççĕ.
Специалистсем палăртнă тăрăх, ыйтăм даннăйĕсене пĕтĕмлетÿллĕ теме çук. Дмитрий Борцов сăмахĕсемпе, суйлав кампанийĕ хĕрÿ тапхăра кĕчĕ, хăш-пĕр цифрăсем улшăнĕç-ха, анчах та лидерăн – «Единая Россиян» позицийĕ çаплипех юлĕ.