07 сентября 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ видеоконференци ирттерчĕ. Унăн ĕçне районти Пенси управлени начальникĕн заместителĕ – пай начальникĕ И.Семенова, район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ И.Алексеева, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Смолина тата ыттисем хутшăнчĕç.
Патшалăхăн çĕнĕ пулăшу меслечĕпе çыхăннă ыйтусене РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева уçăмлатрĕ. Çĕршывра экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах пенсисене пĕрремĕш çур çулта 4 процент индексациленĕ. Иккĕмĕш çур çулта палăртнă индексацие пĕр хутчен паракан тÿлевпе улăштарма йышăннă. Вăл 5 пин тенкĕ пулĕ. Çак укçана пенсионерсем 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнчи пенсипе пĕрле илĕç. «Чăваш Республикинче пĕр хутчен паракан тÿлеве 366 пин çын тивĕçет. Пĕтĕмĕшпе çак тĕллевпе 1,8 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Индексаци тунă пулсан социаллă пенсисем тата ĕçлекенсен пенсийĕсем ÿсместчĕç. Çакна та палăртмалла, пĕтĕмĕшле тÿлев виçи пенсисен иккĕмĕш индексаци хыççăнхи хушăм виçипе танлашать. 11,6 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пенси илекенсемшĕн тÿлеве пĕр хутчен пани тупăшлăрах та. Мĕншĕн тесен индексаци хыççăнхи кашни уйăхри тÿлев 1 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пулать. Тата тепĕр лайăх ен – тÿлеве пенсионер пĕр харăс илет», – терĕ Роза Кондратьева.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, индексаци хыççăнхи хушăм вăтамран 1 пин тенкĕпе танлашать. Август, сентябрь, октябрь, ноябрь, декабрь уйăхĕсенчи хушăм виçи вăтамран 5 пин тенкĕ пулассине палăртса çак тÿлеве çирĕплетнĕ. Çĕнĕ çула кĕриччен Раççей Правительстви федераци саккунне хатĕрлет. Ăна РФ Патшалăх Думи пăхса тухса çирĕплетет.
Кăçал пенсисене индексацилемелли йĕрке вăхăтлăх кăна. 2017 çулта вара РФ пенси саккунĕпе килĕшÿллĕн тулли калăпăшпа индексацилеме йышăннă. Нарăсăн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕсене Росстат кăтартăвĕсемпе 2016 çулхи инфляци шайне пăхса ÿстерме палăртнă. Социаллă пенсисем ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсен иртнĕ çулхи пурăнмалли вăтам виçе ÿсĕмĕн калăпăшĕпе тан хăпарĕç. «Раççей Президенчĕ сĕннипе Раççей Федерацийĕн Правительстви пенсионерсем тĕлĕшпе йышăннă пур обязательство та пурнăçланĕ», – пĕлтерчĕ Роза Кондратьева.
Чăваш енри халăха социаллă хÿтлĕх парас ыйтăва республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсем хальхи вăхăтра тытса пыракан çул-йĕр ватăсемпе инвалидсене, çăмăллăхлă ытти ушкăнри граждансене социаллă пулăшу парассипе тачă çыхăннă. Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Елена Сапаркина видеоконференци ĕçне хутшăннă май республикăра ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрен аслăрах çынсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерме майсем çителĕклине палăртса каларĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕ утмăл ытла енпе параççĕ. Ку вăл – тĕп юсав тумалли взноссем тÿлеме тухакан тăкаксен компенсацийĕ те, пĕчĕк тупăшлă çемьесене пулăшассине ÿстерни тата ытти те.
Юрий КОРНИЛОВ.