07 сентября 2016 г.
Ку çула Черемушки урамĕнче пурăнакансем пĕлтĕрех кĕтнĕ. Ял урамĕсене хăпартса вак чулпа хытарас республика программине кĕнĕрен тикĕс çул пирки пĕр кун та ĕмĕтленме пăрахман вĕсем
Эрнекун ял çыннисен савăнăçне Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пайларĕç. Республика ертÿлĕхĕ юлашки вăхăтра ял инфраструктурине аталантарасси çине, вăл шутра çулсене юсассине те, пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕç. Пĕлтĕр кунашкал çул Енĕш салинче хута кайнăччĕ. Кăçал Вăрманкасрисĕр пуçне Хăмăшри, Упнерти, Пуканкассинчи урамсенче строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Унсăр пуçне, районти ял урамĕсене хытарма тата тепĕр сакăр проект хатĕр.
Вăрманкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Павлов хăйĕн сăмахне республика пуçлăхĕсене, килнĕ хăнасене тав тунинчен пуçлани ахальтен мар. Ял урамĕсене хăтлăлатни – аталану палли. Çынсене çуран та, автомашинăпа та çÿреме аван, ятарлă службăсен машинисем те вăхăтра çитĕç.
Ялта ку çула тунипе кăна ĕç вĕçленмен-ха. Речная урамăн тепĕр пайне 233 метр юсаса çĕнетесшĕн. Район бюджетĕнчен 153 пин тенкĕ уйăрнă. Владимир Германович пĕлтернĕ тăрăх, вырăнти поселени ялсем хушшинчи урамсене юсассине кун йĕркинчен кăлармасть, юсавсем малашне те пулассине палăртать.
Вăрманкасра халăх туслă пурăнни çакăнтан та аван курăнать. Урамсем тап-таса, çурчĕсем умĕнче хыт-хура ашкăрмасть, çÿп-çап йăванмасть. Эппин, хăйсене, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ. Пысăк хăнасем тирпейлĕх йăлине малашне те тытса пыма сĕнчĕç, тасалăхшăн тав турĕç.
Кăçал ав Черемушки урампа иртекен Кĕçĕн Çавал урлă çакăнса тăракан кĕпере юсама вăрманкассем кар тăрса тухнă. Ку шыв çинчех унчченхи машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнче пĕвелеме тытăннă плотинари подрядчиксен çитменлĕхне те ял çыннисемпех пĕтернĕ. Ял старости Валерий Казаков ентешĕсене малашне те пĕрлешсе ĕçлеме чĕнсе каларĕ, çĕнĕ çулшăн пĕтĕм халăх ячĕпе тав турĕ.
Черемушки урамри çулăн пĕтĕмĕшле хакĕ 6 млн та 490 пин те 235 тенкĕ. Вăл шутран 4 млн та 352 пин те 352 тенкине республика, 1 млн та 813 пин те 371 тенкине федераллă, 324 пин те 511 тенкине Вăрманкас ял поселенийĕн бюджечĕсенчен уйăрнă. Строительство ĕçĕсене «Вурнарыдорстрой» тулли мар яваплă общество пурнăçланă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.