23 июля 2016 г.
Юнкун района килсе çитнĕ республика представителĕсем ялсенче, ĕç коллективĕсенче иртнĕ тĕлпулусенче çынсене çывăх çулсенчи бюджет майлашăвĕн, тарифсем ÿснин ыйтăвĕсене ăнлантарчĕç, выльăх апачĕ хатĕрлес, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн ĕçĕсем епле пынипе паллаштарчĕç, çынсене шăрăх çанталăкра пушартан сыхланма, шывсем çинче тимлĕ пулма асăрхаттарчĕç.
Информаци кунĕн ертÿçи – Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов Ишлĕре, Чăрăш Ишекре, Вăрманкасра, Мăньял Хапăсра тата Пăртасра пулчĕ. Бюджет пирки ыйту çĕкленĕ май, патшалăх политики лартнă тĕллевсене укçапа тивĕçтересси паянхи экономикăн ансат мар лару-тăрăвĕнче пĕтĕмпе бюджет политикин тĕп задачисене пурнăçланинчен килнине палăртрĕ. Правительство социаллă гарантисене тивĕçлипе пурнăçлать. Республикăна çак кунсенче кăна бюджета шайлаштарма дотацисен тепĕр траншĕ килсе çитнĕ. 481,5 млн тенке патшалăх пособийĕсем, социаллă тата компенсаци тÿлевĕсем, патшалăх учрежденийĕсенче тимлекенсен шалăвĕ, ытти тăкаксем çине яма палăртнă.
«Тĕслĕхсем пур, вĕсем ытла хăрушă», – терĕ вăл пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси пирки калаçнă май, Канаш тата Элĕк районĕсенчи пысăк инкексене аса илтерсе. Шăрăх çанталăкра вăрмансене кĕме чарни, вуçех те кăвайт чĕртме юраманни пирки асăрхаттарчĕ, ку енĕпе штрафсем пĕчĕк маррине каларĕ.
Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев районăн бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсене, район хысни еплерех тулнине тата укçа-тенкĕпе хăш сферăра ытларах усă курнине, бюджетăн пысăк пайĕ – 70 проценчĕ – вĕренÿ çине кайнине асăнчĕ.
Çур çулхи кăтартусене илес пулсан, районăн пĕрлехи бюджетне 267805,9 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Вăл шутра харпăр хăй тупăшĕнчен 84747,8 пин тенкĕ. Пĕрлехи бюджета июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 254785,9 пин тенкĕ тăкакланă.
Районта выльăх апачĕ хатĕрлессипе хĕрÿ ĕç пырать. Юнкун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 5751 га е мĕнпур лаптăкăн 95 процентне çулнă. 6015 тн утă хатĕрленĕ, сенаж 33 процент ирттерсе хывнă – 20944 тн.
Хуçалăхсенче вырма ĕçĕ те сарăлса пырать. Кĕрхисен уйĕсене «Луч», «Мураты», К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» хуçалăхсем, аш-какай комбиначĕ тухнă.
Леонид Григорьевич хăш-пĕр кооперативра уй-хир культури çитменнине палăртрĕ. Анчах та кăтартуллă ĕçлекенсем те пур. «Хуçа таса чунлă, çирĕп пулсан – хуçалăх та тăнăç», – терĕ вăл хăшпĕр предприятире кивçенсĕр ĕçленине, шалу та тивĕçлĕ тÿленине, банка процентлăх укçа та хывма пултарнине пĕлтерсе. Аш-какай комбинатĕнчен, ытти хăш-пĕр хуçалăхран тĕслĕх илме чĕнсе каларĕ.
Кăçалтан социаллă сферăра та çĕнĕлĕхсем чылай пулчĕç. Уйрăмах халăхăн тÿлевсем тĕлĕшпе ыйтусем пур. Çавна май халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина вĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пĕрлехи чирпе инвалида тухнисен тÿлевĕсем мĕншĕн чакнине, ку енĕпе кăçалтан мерăсем çирĕпленнине тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Вăрнарта иртнĕ вырсарникунхи инкек халăха каллех асăрханулăх пирки аса илтерет. Вырăн çинче ÿсĕрле чĕлĕм туртнипе çын пурнăçĕ татăлнă. Ку кăçалхи вилĕмле иккĕмĕш тĕслĕх. Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Александр Шурдеев пушарсем пĕтĕмпех пурăнмалли секторта пулнă май, çынсене асăрхануллă пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Кивелнĕ, паянхи электрооборудованисен хăватне чăтайман электропроводкăна улăштарма, вут-кăвартан сыхланса ялсенче каçхи дозорсем йĕркелеме ыйтрĕ.
Вăрнар вăрман лесничествин ертÿçи Сергей Анисимов та çак темăнах тăсрĕ, вăрмансенче çунакан кăварсем хăварма юраманнине каларĕ. Çавăн пекех саккунсăр йывăç касни пысăк штрафсем патне илсе çитернине аса илтерчĕ. «Енчен те вутă хутма е стройка валли вăрман кирлĕ пулсан заявлени çырăр», – ыйтрĕ вăл.
Вăрманкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Владимир Павловăн та сăмахĕ асăрхаттаруллă пулчĕ. «Тархасшăн, ачасене шыв объекчĕсем çине пĕччен каяссинчен сыхлăр е инкек пуласран вĕсене ишме вĕрентĕр», – терĕ вăл.
Ял çыннисен те ыйтусем çук мар. Шĕнер Ишексене ав клуб шăпи хумхантарать. Вăрманкасри Павел Оськина «Чăваш бройлерĕ» предприятири лару-тăру пăшăрхантарать тата ытти те.
Светлана ЧИКМЯКОВА.