Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхăн ыйту чылай

23 июля 2016 г.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май, халăхпа ирттерекен тĕлпулусене тăтăш хутшăнать.

Хальхи пĕрлехи информаци кунĕнче вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Горбуновпа пĕрле икĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Малтанах вĕсем Вăрнар хула тăрăхĕн ĕçченĕсемпе, нумай хваттерлĕ çуртсен комитечĕсен председателĕсемпе калаçрĕç.

Тĕл пулура панă ыйтусем пурте ЖКХпа тата тирпей-илем кĕртессипе çыхăнчĕç. Вăл «Интех» тулли мар яваплă обществăн учредителĕ пулни тĕрĕс сас-хура-и текен ыйтăва Владимир Васильевич çапла хуравларĕ: «Интех» пĕрлешÿпе манăн нимĕнле хутшăну та çук. Пĕлнĕ тăрăх, унăн директорĕ тата пĕртен-пĕр харпăрлăхçи – Леонид Владимирович Сантимер». Управляющи компанийĕ тĕлĕшпе чылай ÿпкев пулчĕ. Владимир Васильевич депутат ыйтăвĕпе тухса тĕл пулури ыйтусене тĕпчеме шантарчĕ.

Тепĕр ыйту Вăрнарти канализаци сечĕпе çыхăнчĕ. Вĕсем çĕрĕшнĕ, юхса тухакан шыва тасатакан станци кивелнĕ. Çĕнĕ сетьсен строительстви миллионшар тенкĕ ыйтать, çавăнпа та ку енĕпе федераллă программăна кĕме тăрăшмалла. Поселок вара унта хатĕр проектпа çеç лекме пултарать. Çак тĕллевпе, В.В.Свешников пĕлтернĕ тăрăх, «Август» компани тасатакан сооруженисен строительствине проектлама 3,5 млн тенкĕ уйăрнă.

«Чувашкабельмет» акционерсен хупă обществинче те тĕлпулу иртрĕ. Кунта та калаçу хĕрÿ пулчĕ. Чылай ыйтăва çĕклерĕç. Шăрăх çанталăкра пурин те шыва кĕрес килет, анчах ятарлă вырăн çук. Владимир Васильевич Свешников çĕр лаптăкне уйăрас ыйтупа йывăрлăхсем сиксе тухнăран «Август» компани хальлĕхе бассейн строительствине тытăнмассине пĕлтерчĕ. Анчах та вăл пулĕ – ыйту татăлсан. Завод планĕнче – Вурнарка çыранне хăтлăх, шыва кĕмелли вырăна йĕрке кĕртесси.

«Чувашкабельмет» ĕçченĕсем Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн коллективне «Август» парка тунăшăн чĕререн тав турĕç. «Август» компани ун строительствине 11,8 млн тенкĕ хывнă. «Чувашкабельмет» представителĕ Аркадий Нахимович Фейгельман вара хăй енчен лайăх сĕнÿ пачĕ – хăйсен предприяти шучĕпе «Август» паркĕ çумĕнче йĕлтĕр трасси хывса ăна çутатмалла тăвасси. «Вăрнар поселокне хăтлăх кĕртессипе атьăр вăйсене пĕрлештерер», – терĕ вăл Владимир Васильевич Свешникова.  

Людмила ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика