23 июля 2016 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп саманчĕсене тĕрлĕ енлĕ çавăрттарма тытăнчĕç. Питĕ шел. Çапах та хăйсен аслашшĕсемпе асламăшĕсене астăвакан мăнуксем те сахал мар. Эпĕ те вĕсен йышĕнчех.
Эпĕ Упнер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Астăватăп, ача чухне асатте мана пĕрмаях хăйĕн ашшĕн медалĕсене кăтартатчĕ, историсем каласа паратчĕ. Анчах та эпĕ пĕчĕк пулнă, çавăнпа ăна тимлесех итлемен. Пысăклана пуçласан çав медальсемпе интересленме тытăнтăм. Вăрçăран вăл хăрах алăпа таврăннă.
Интернетра «Подвиг народа» сайтра хамăн мăн асатте – Андрей Васильевич Антонов çинчен шыраса тупрăм. Вăл 1908 çулта Упнерте çуралнă.
Манăн мăн асатте пулеметчик пулнă иккен. 1944 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Венгри çĕрĕ çинче паттăрлăхпа палăрнă. Тăшманран хăрамасăр подразделенирен пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ, пытанса ларса нимĕçсем çине пеме тытăннă, пилĕк салтака тĕп тунă. Анчах та çак çапăçура вăл ĕмĕрлĕх инвалид пулса юлнă. Вăрçăри çак паттăрлăхшăн ăна «За отвагу» медальпе наградăланă.
Çакна вуласа тухнă хыççăн куçран куççуль юхса анчĕ. Пирĕн çемьере те паттăр, хастар çын пулнă! Эпĕ астăватăп! Эпĕ мухтанатăп!
Кристина АНТОНОВА.