20 июля 2016 г.
«Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕ хыççăн политика уйĕнче темĕнле шăплăх хуçаланать. Партисем суйлав кампанийĕн активлă тапхăрне хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрах чылай политологăн, социологсен тата ытти эксперт пĕрлĕхĕсен хĕрÿ вăхăт.
Вĕсемшĕн тĕп задача – тĕрлĕ партисен суйлав кампанийĕ пуçламăшĕнчи лару-тăрăвне тата сентябрĕн 18-мĕшĕнчи суйлав пуласлăхне хакласси. Шăпах çак вăхăтра тĕрлĕ рейтингсен тата прогнозсен шучĕ вăйлă ÿсет. Каламалла, шăпах вĕсем пĕрремĕш сенсацие кÿчĕç ĕнтĕ.
Пĕр-пĕринпе çыхăнман темиçе тĕпчев организацийĕ КПРФ тата ЛДПР рейтингĕ ÿснине, çав вăхăтрах «Справедливая Россия» партин позицийĕ тăрук анса ларнине палăртаççĕ. Общественноçпа çыхăнса ĕçлекен Раççей ассоциацийĕн ертÿçи Евгений Минченко палăртнă тăрăх, СР-н унчченхи соучредителĕсем – «Родина» тата «Пенсионерсен партийĕ» – суйлава уйрăмшар хутшăннипе çыхăннă. Çитменнине, СР партирен паллă çынсем тухнă: Оксана Дмитриева тата Дмитрий Гудков. Çакă суйлавçăсен пысăк пайĕ хăйсен лидерĕсем хыççăн эсерсен лагерĕнчен тухни патне илсе çитернĕ.
Левада-центр даннăйĕсем тăрăх, «Справедливая Россия» Патшалăх Думине пачах лекмесен те пултарать. Партишĕн суйлава кайма тĕв тунисен 4 : кăна сасăлама хатĕр, ку мĕнпур респондентсен 2 проценчĕ кăна.
«Единая Россия» партин хăшпĕр округсене, вăл шутра Канаш округне те, çапăçусăр парас йышăнăвĕ те çакăнпа çыхăннă-тăр. Парламентра «оппозициллĕ» пĕр парти вуçех çухални çĕршыв ертÿлĕхĕн планне кĕмест курăнать. Суйлавçăсем мĕнле сасăланине унта пур экспертран та лайăхрах пĕлеççĕ.
Çак верси тĕрĕс пулсан, «Справедливая Российăн» паллă представителĕсем, унччен парти списокĕпе çăмăллăнах суйланнисем, халĕ мĕншĕн пурте пĕр мандатлă округсенче кандидата суйланма тăнине ăнланма пулать. Çитменнине, «ăнсăртран тенĕ пек», шăпах çав округсенче «Единая Россия» хăйĕн кандидачĕсене тăратман.
Чăваш енре «Справедливая Российăна» банк ушкăнĕсен пуян лидерĕсем, суйлав кампанине пысăк сумма хывма пултараканскерсем, тăратаççĕ. Анчах пирĕн патра Канаш округне кĕрешÿсĕрех панă. Ахăртнех, «Справедливая Россия» представителĕ конкурентлă тупăшура чăннипех çĕнтерес шанăç пурри пирки иккĕленет.
Çак лару-тăру шухăшлама хистет. Парламент партине, саккунсене чăннипех пурнăçлаканшăн сасăламалла-и е вуншар аутсайдер-партисенчен пĕриншĕн сасса памалла-и? Юлашки тĕслĕхре, ытарлă каласан, сирĕн сас усăсăр пулать. Тĕрĕссипе вăл çĕршыв политики çине витĕм кÿмест. Анчах, паллах, суйлав – кашнин уйрăм ĕçĕ... Эппин, шухăшламалăх пур.