20 июля 2016 г.
Вăл Пăртас ял тăрăхĕшĕн пысăк ĕç тунă. Хресченсене чухăнлăхран кăларас тесе тăрăшнă, вĕсене коллективлă ĕçе явăçтарассишĕн кунне-çĕрне пĕлмен. Пăртасри кашни киле кĕрсе кашни çынпа пулас колхоз çинчен чĕререн калаçнă. Анчах та ку пуçарăва хирĕç халăх шучĕпе пуйнă кулаксем хирĕçтăру çĕкленĕ. Коммунарсем пулăшнипе Пăртасра та колхоз туса хунă, çынсем çăкăрлă пулма тытăннă. Шел те, çĕнĕ пурнăçа хирĕçле тăракансем чарăнма шутламан. 1934 çулхи сентябрьте Тутар çырми тĕлĕнче ирхи 7 сехетре халăхшăн тăрăшакана персе вĕлернĕ.
Вĕри чĕреллĕ çак çын, çав тери пултаруллă йĕркелÿçĕ Гордей Кириллович Пылин пулнă. Кулаксем ăна хăйне тĕп тунă пулин те, ятне-мухтавне вĕлереймен. Пăртассем ăна чĕресенче халĕ те чĕррĕн упраççĕ.
1967 çулта ял варринче Пылин ячĕпе Хĕрлĕ çăлтăрлă палăк çĕклесе лартаççĕ. Ăна хĕрÿллĕ сăмахсемпе чаплă лару-тăрура уçаççĕ. Нумайăшĕ çак саманта çав тери лайăх астăвать.
– Пире, шкул ачисене, черетпе тăратса тухрĕç, кашнине канихветсем валеçсе пачĕç. Мана тивĕçмерĕ пулин те кÿренмерĕм. Чĕрере асаттене манманнипе çĕкленÿллĕ туйăм вăйлăрах пулнă пулĕ, – аса илет халĕ Ирина мăнукĕ.
Шел, ахăрсамана вăхăтĕнче çак палăка тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма пăрахнă, вăл юхăнса-ишĕлсе пынă. Юрать, хастарçăн мухтавлă ятне историре кăна хăварас мар текенсем тупăннă. «Палăка çĕнетес шухăш темиçе çул каяллах çуралнăччĕ. Кăçал ăна пурнăçа кĕртме май килчĕ», – пĕлтерчĕ Пăртас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Петров.
Çакă та символлла пулса тухнă. Çĕнĕ палăк шăпах малтанхине уçнă вăхăт, июлĕн 16-мĕшĕ, тĕлне хатĕр пулнă. Николай Порфирьевич пуçарăвне ырă чĕреллĕ çынсем хÿтте кĕрсе пулăшнă – Маринăпа Алексей Мокшинсем, Николай Семенов, пуçлăх хăй укçа хывнă. ,çĕн пысăк пайне Алексей Егоров пурнăçланă. Ăна Женя Порфирьев, Порфирий Петров, Рома Сканьков, Александр Никитин пулăшу кÿнĕ. Шкул ачисем кунта май уйăхĕнчех йывăç лартни те пĕлтерĕшлĕ пулса тухнă – чăрăшсем палăка пушшех чĕрĕлĕх кĕртĕç.
– Хăйсем ирĕкĕпе пулăшакансене, ял илемĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшакансене пысăк тав, – тет Пăртас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Пуринчен те ытла Пăртасри пĕрремĕш «Рапорт» колхозĕн председателĕн, ял çыннисен çутă пуласлăхĕшĕн тăрăшнă Гордей Пылинăн тăванĕсем савăнаççĕ.
– Вăхăт иртрĕ, шыв нумай юхрĕ. Палăка юсаса çĕнетекенсене пысăк тав. Уйрăмах – ял тăрăхĕн пуçлăхне. Хисепленĕшĕн, манманшăн. Самана та тĕрлĕ майлă улшăнчĕ. Халĕ çĕнĕ Раççейре пурăнатпăр, апла пулин те историе манманни савăнтарать. ,çлекенсем умĕнче пуçа таятпăр, – терĕ Гордей Пылинăн кинĕ Фекла Прокопьевна.
Çемьере тăванĕн ятне уйрăмах хытă упраççĕ. ,мĕрĕпе учительте ĕçленĕ Ф.Пылина Гордей Кириллович ячĕпе ятарлă альбом пуçтарнă. Унта палăка пуçласа уçнă самантсем, Г.Пылин çинчен çырнисем хывăннă.
Фекла Прокопьевна Ирина хĕрĕпе тата кинĕпе пуç тайса палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. «Организатору колхоза им. Мичурина Пылину Гордею Кирилловичу. Убит кулаками в 1934 г.». Кусем ахаль сăмахсем мар, вĕсем Пăртас тăрăхĕн мухтавлă ывăлĕн ятне чĕрĕлĕх кĕртеççĕ, ял çыннисене, çамрăк ăрăва ун пекех хастар пулма чĕнеççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.