20 июля 2016 г.
Илемлĕ, кăмăллă, нумайлăха асра юлмалла иртрĕ Хурапыр Юнтапа ял уявĕ. Сценарине пултаруллă йĕркелени кĕмĕл сасăпа шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатса юхакан таса шыв кĕвви пек туйăнчĕ.
Халăх савăнчĕ: ватти те, çамрăкки те хăйне çĕкленÿллĕ туйрĕ. Вырăнти артистсен юрри-ташши, чăваш эстрада артисчĕсен ăсталăхĕ кашнине тыткăнларĕ пулĕ. «Шурăмпуç», «Кушар ен», «Утмăлтурат» ушкăнсем чăваш юррисене тĕлĕнмелле ăста шăрантарчĕç, ял çыннин чун-чĕрине хускатрĕç. Ыттисем те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç.
Уява Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Петров уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тăван ял пуриншĕн те çывăх пулнине палăртрĕ.
– Паянхи уяв ял çыннисене пĕр чăмăра пуçтарчĕ. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçнинчен ырри нимĕн те çук. Чун хавалĕпе эсир Хурапыр Юнтапа ялĕн пурнăçне чĕрĕлĕх кĕртетĕр, çĕнĕ варкăш илсе килетĕр, – терĕ Леонид Григорьевич.
Вăл çавăн пекех пухăннисене Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов ячĕпе ăшшăн саламларĕ.
Хурапыр Юнтапара çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Пушкăрт республикинче пĕр çул-йĕр организацийĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан Владимир Яковлев çапла каларĕ:
– Тăван ялăм! Аякка вĕçсе салантăмăр пулин те сана яланах аса илетпĕр, тĕлĕксенче аташатпăр. Куç умне йывăç-курăклă тăван вырăнсем тухса тăраççĕ. Паянхи кун та илĕртет мана Хурапыр Юнтапа. Мĕншĕн тесен кунта ачалăхăм иртнĕ, вăй илсе çунат сарнă. Мухтав сире, ял çыннисем, тус-тăвансем. Тăван кĕтес чечекленсе тăрасса шанас килет.
Калининăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Татьяна Ефимова пурне те ăнăçу, телей сунчĕ. ,ç ветеранĕ Илья Степанов Хурапыр Юнтапара иртнĕ ĕмĕрте виçĕ шыв арманĕ пулнине, кунта таврари çирĕм ялтан çăнăх авăртма çÿренине тата ялта хăй вăхăтĕнче участок больници ĕçленине асăнчĕ. Ял Мухтав орденĕн тулли кавалерĕпе Александр Парминовпа, 20 подполковникпа мухтанма пултарнине каларĕ. «Юнтапа» хуçалăх ертÿçи Петр Трифонов та сăмах илчĕ, ял-йыша уявпа саламларĕ.
Ят-сума тивĕçнисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Уяв вĕçĕнче шÿрпе çирĕç, килте хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Суту-илÿ те ĕçлерĕ: сутуçăсем халăха тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Концерт программи пуян пулчĕ. Хурапыр-юнтапасем чылайччен савăнчĕç.
Юрий КОРНИЛОВ.