20 июля 2016 г.
Вăрнар районĕнче Мăньял Хапăсри авалхи масар çинче кăçал та археологи ĕçĕсем пыраççĕ. Мордовири Евсевьев ячĕллĕ патшалăх педагогика институчĕн, Мордовири Огарев ячĕллĕ патшалăх университечĕн студенчĕсем Чăваш патшалăх гуманитари наукисен наукăпа тĕпчев институчĕн представителĕсемпе пĕрле икĕ эрне ытла ĕнтĕ истори палăкне тĕпчеççĕ.
50 çынран тăракан экспедици 200 ытла тăваткал метрта ĕçлет. Юнашар сăмсахсенче те 2х8 м пысăкăш вырăнсене чавнă.
Çĕрĕн икĕ сийне сирнĕ хыççăн 14 виле вырăнне палăртнă, вĕсенчен хăшĕсене «уçнă» ĕнтĕ. Ытти çулхи пекех археологсем кунта хĕрарăмсене тата ачасене пытарнă тесе шутлаççĕ. Анчах иккĕленÿ те пур: хăшпĕр артифактсем – кинжал, чĕн пушă – арçыннăн мар-и? Тĕпчемелĕх пур.
Виле вырăнĕсем тĕрлĕрен. Ачасен пĕчĕк тата вĕсенче нимĕнле япала та çук. Аслисене пытарнă шăтăксем тĕрлĕ виçеллĕ. Хальхинче чавса кăларнисенчен пĕри акă тарăнăшпе икĕ метра яхăн, тăршшĕ – тăватă метр ытла. Археологсен шучĕпе кунта обществăри статуслăрах çынна пытарнă. Ун «ăшĕ» те «пуян». Çын силуэчĕ аван палăрать. Пуç купташки, кĕлетке пайĕсем сыхланса юлнă. Пуç тĕлĕнче, ахăртнех, леш тĕнчере тутлăхра çÿреме – апат-çимĕç чÿлмекĕ, хуппа витнĕ çĕçĕ. Тĕпчевçĕсене тĕлĕнтерет. Çитменнине, ун аври, бронза пăралукпа явса тунăскер, аван сыхланса юлнă. Ура вĕçĕнче – чĕн пушă. Çак япаласем кунта арçын канлĕх тупма пултарнă тесе иккĕленÿ çуратаççĕ те. Анчах та пуç тата кăкăр çинчи пластинкăллă капăрлăхсем хĕрарăмăн пулмалла пек. «Арçынсем те ку эрешсене çакса çÿремен-ши тесе те шутлатпăр тепĕр чух», – пĕлтерет Чăваш патшалăх гуманитари наукисен наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ Николай Мясников.
Эреш элеменчĕсемсĕр – кантăк шăрçасем, бронза çакăсем, брошкăсем, хăлха çаккисем тата ытти хÿхĕм япаласемсĕр пуçне тупнă тĕлĕнмелле япаласен шутĕнче çавăн пекех бронза тата маларахри тимĕр ĕмĕрĕн керамикăн темиçе тĕсĕ.
– Пĕлтĕр эпир кунта чăвашсен киремет йĕрне те асăрханăччĕ, вăл сăмсах вĕçĕнче вырнаçнăччĕ. Çыран варринеллерех ун йĕрĕсем палăрмаççĕ, – пĕлтерет Николай Станиславович.
– Сисчĕвлентермест-и? Каçхине тĕлленмест-и? – çурмашÿтлерех ыйтрăм виле вырăнĕсене типтерлĕн, асăрханса тасатакан студентсенчен.
– Нимĕн чухлĕ те. Пачах урăхла, ĕç çав тери тыткăнлать. Темиçе ĕмĕр маларах çынсем епле пурăнни ытларах та ытларах кăсăклантарать, – терĕç Катя Надейкина, Таня Отставнова тата Евгения Косолапова.
– Ку хăрушă мар, кĕçнерникун каçалапа кунтан тăватă кашкăр иртсе кайни чăнахах сисчĕвлентерчĕ, – калаçăва хутшăнчĕ ЧПГННТИн аслă сотрудникĕ Евгений Михайлов.
Экспедицире тупнă япаласене пурне те шута илеççĕ, анлăн тĕпчеççĕ, кашнине çулне, тупнă вырăнне палăртса номерлесе чĕркеççĕ, лабораторие ăсатаççĕ. Виçĕмçул виле вырăнĕнче тупнă шăлсене Мускава ăсатнине пĕлтернĕччĕ. РАН метрополеонтоги институчĕн ĕçченĕ Наталья Харламова тĕпченĕ тăрăх, вĕсем Европа халăхĕнне çывăхрах.
– Финн-угор халăхĕпе темĕнле çыхăну йĕрĕ пурри сисĕнет. Туллин çирĕплетейместĕн, паллах, – терĕ Николай Мясников.
Институт сотрудникĕсем çавăн пекех авалхи текстиле тĕпчессипе те Мускав специалисчĕсемпе пĕрлешсе ĕçлеççĕ. ГИМ реставраторĕ Анна Мамонтова кашни çул шыравĕпе отчетсем тунă, çипсен, пусмасен характерне палăртнă, вĕсене мĕнле явнине реконструкциленĕ. Пĕр тĕслĕхре вăл пуç капăрлăхне çĕнетсе «тавăрма» пултарнă. «Ку ĕçпе эпир унпа октябрьте конференцире тухса калаçатпăр», – пĕлтерчĕ Николай Станиславович.
Археологсем ытти специлистсемпе те пĕрлешсе ĕçлесшĕн. Чулланă пайсен, сыхланса юлнă чечек тусанĕ тăрăх кунта мĕнле ÿсентăран ÿснине, вĕтĕ шăмăсен çулне палăртассипе тата ытти енĕпе тĕпчемелли пур-ха.
Мăньял Хапăспа Пăртас ялĕсем хушшинчи масар вырăнĕ историйĕпе пирĕн эрăри II–III ĕмĕрсене тавăрать. Археологи объекчĕ авалхи мордвасен культурине çывăх. 2012 çултанпа кунта 60 виле вырăнне чавса тĕрĕсленĕ. Анчах та ĕç кăçал та вĕçленмест. Тĕпчевçĕсем кунта тепĕр çул та килме палăртаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.