13 июля 2016 г.
Яллă территорисене çирĕп аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ тĕллевлĕ патшалăх программипе республикăри ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăçал 108,67 млн тенкĕ уйăрнă. 2016 çул валли çирĕплетнĕ списокпа 162 çемье, çав шутра 109 çамрăк çемьепе специалист, ялта çурт тума (туянма) социаллă тÿлеве тивĕçĕ.
Бюджетран уйăракан укçан 70 проценчĕ (унтан сахал пулмалла мар) ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене лекмелле.
Тишкерÿ тăрăх – социаллă тÿлеве илекенсен 64 проценчĕ ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хурать, социаллă сферăра тăрăшакансем – 35, ытти тытăмрисем 1 процент. Агропромышленноç комплексĕнчи çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесен кăтартăвĕ – 61 процент.
Программа вăя кĕнĕренпе, 2003–2016 çулсенче, тавăрса памалла мар патшалăх пулăшăвне пĕтĕмпе 4824 çемье тивĕçнĕ, ку шутра – 1819 çамрăк çемьепе специалист.