13 июля 2016 г.
Амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ, çавăн пекех иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене кăçалхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен кун çути кăтартнă (усрава илнĕ) çемьесем амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлев, 25 пин тенкĕ, илме пултараççĕ.
Ăна тивĕçме Пенси фондне е нумай тĕллевлĕ центра (МФЦ) кăçалхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен заявлени çырса памалла. Унпа пĕрлех сертификат хуçин паспорчĕ тата банкра уçнă счет хучĕ пулмалла.
Заявлени панă хыççăн икĕ уйăхри укçана банкри счет çине куçарĕç. Ăна кулленхи ыйтусене татса памашкăн тăкаклама юрать.