13 июля 2016 г.
Инвалид обществисене хăйсем тĕллĕн аталанса пыма çăмăл мар. ,çĕ вара чылай тата пысăк пĕлтерĕшлĕ – тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланса юлнисене пурнăç хавасне кĕртмелле, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнтармалла, хавхалантарса пымалла.
– Юрать, пире пулăшу алли тăсакансем пур. Район администрацийĕ, хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» строительство организацийĕ, «Мила» тулли мар яваплă общество, «Звездопад» филиалĕ пирĕн ыйтусене нихăçан та хирĕçлемен, – пĕлтерет куç курманнисен районти обществин председателĕ Галина Мясникова.
Вăрнарти вырăнти ку организацие пĕрлешнĕ çынсем хушшинче тĕрлĕ енлĕ аталаннисем чылай. Чи хастаррисем район чысне тăтăшах республикăри тупăшусенче хÿтĕлеççĕ. Куçпа аптăракансем кăçал акă «Икĕ çунат» социаллă проект йĕркипе пултарулăх, кулинари конкурсĕсенче вăй виçнĕ.
Вĕсенче акă Л.Медведев, А.Григорьев, Т.Прохорова, Л.Терентьева палăрнă. Çĕнтерÿçĕсем санаторире канма путевкăсене тивĕçнĕ.
– Сентябрьте мероприятисен тепĕр тапхăрĕ тытăнать. Шашка вăййисем, эрудитсен турнирĕ, «Туслăх кăшăлĕ» фольклор конкурсĕ. Халĕ вĕсене хутшăнма хатĕрленетпĕр, – пĕлтерчĕ куç курманнисен районти организаци председателĕ Галина Мясникова.
Социокультура реабилитаци мероприятийĕсене районта та сахал мар йĕркелеççĕ. Йĕлтĕр спортне, дартс, шашка, шахмат вăййисене килĕштереççĕ, ал ĕçĕпе хавхаланса кăсăкланаççĕ, ку енĕпе республикăра та пĕрре мар палăрнă.
Анчах куç курманнисен çивĕч ыйтусем те çук мар. Поселокра акă вĕсене тротуарсем япăххи е пачах çукки пăшăрхантарать. Кашни çул тăваткалĕнчех çуран çÿрекенсен каçми çукки вĕсене уйрăмах кансĕрлĕх кÿрет.
Анчах чунра шанăç сÿнмест общество членĕсен – Вăрнар вĕсемшĕн те хăçан та пулин меллĕ хутлăх пулса тăрасса шанаççĕ.
Июнь вĕçĕнче Шупашкарта республикăри инвалидсен обществин отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Вăрнар районĕнчен унта сусăрсен вырăнти организаци председателĕ Владимир Викторов тата асăрхавпа ревизи комиссийĕн председателĕ Елена Сергеева хутшăннă.
Пленумра инвалидсене пырса тивекен нумай çивĕч ыйтăва çĕкленĕ. Вăл шутра – вырăнти обществăсене налук органне электронлă отчетсем тăратма майсем çукки пăшăрхантарнă. Ку проблемăна татса пама шантарнă. Çавăн пекех капремонтпа, «Меллĕ хутлăхпа», реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерес тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.