13 июля 2016 г.
Йăлтăм ялĕнчи Зинаида Михайлова ирех вăранчĕ. Унăн икĕ ывăлĕ те ура çинче ĕнтĕ
– Килти хуçалăхри ĕçсене пуçăниччен апатланса илмелле, – сĕнчĕ вĕсене амăшĕ.
Акă пĕри сĕтел çине вĕри яшка тата анчахрах кăна вĕретнĕ чей пырса лартрĕ. Амăшĕ хатĕрленĕ апата ăша яма хирĕçлемерĕç вăйпиттискерсем.
– Тутă хырăмпа ĕç те ăнăçать, выçăлла вара çук, – ăнлантарчĕ Зинаида Илларионовна.
Вăл халĕ 87-ре. Апла пулин те апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлесси уншăн йывăрлăх кÿмест. Анчах та хăрах урине çÿлелле çĕклеймест, çавăнпа икĕ аллинчен те туя каймасть.
– Пурнăçра ыррине те курнă, нушине те тÿснĕ, хама хĕрхенме пĕлмен, халĕ акă урасем ыратнипе нушаланатăп, – терĕ З.Михайлова.
Иртнĕ самантсене аса илме ыйтсан тÿрех нимĕн те шарламарĕ. Кăштахран кăна сăмах çăмхине сÿтме тытăнчĕ.
– Эпĕ шкулта виçĕ класс çеç пĕтернĕ. Малалла вĕренес вырăнне ял çыннисен ĕнисене пăхма пуçларăм. Çулсем кайсан колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм, фермăра сурăхсемпе пăрусенчен уйрăлмарăм. Мĕн тăвас тетĕн, ĕçлемесĕр никам та çăкăр çитермест. Çăмăл мар пулин те ÿркенсе тăман. Ир тăнă та каçчен те канлĕх мĕнне пĕлмен. Тĕрĕссипе, ĕç пиçĕхтернĕ мана, – васкамасăр калаçрĕ ватă.
– Хăвăр пурнăçа йăлтах фермăпа çыхăнтартăр-и? – ыйтрăм унран.
– Çук, паллах. Хаçат-журнал валеçекен кирлине пĕлтĕм те – почтальонкăна вырнаçрăм. Икĕ ял çыннисене тĕрлĕ изданипе тивĕçтерме пуçларăм. Вăл вăхăтра çырăнакан нумайăнччĕ – сумка хаçат-журналпа туп-тулли тулатчĕ. Çырăвĕсем те пурччĕ паллах. Çитменнине ялсенче хальхи пек пушă килсем пулман. Пĕр сăмахпа, ĕçĕ çителĕклехчĕ. Ялан çуран çÿренĕ: çил-тăвăлтан та, шартлама сивĕрен те хăраман, – тахçанхине аса илчĕ З.Михайлова.
1952 çулта Элĕк районĕнчи Кармал Тенири Михаилпа çемье çавăрнă. Ăна пулас мăшăрпа евчĕ паллаштарнă. Ун патне лашапа килнĕ. «Каччи лайăх, ан хирĕçле», – ăнлантарнă хĕре. Михаил хăй тăлăх пулнине, ашшĕпе амăшĕ çуккине пĕлтерме вăтанса тăман. Зинаида Илларионовна ăна хĕрхеннĕ тата пĕрре курнипех килĕштерсе пăрахнă, çавăнпа та качча тухма сĕннине хирĕçлеме пултарайман. Анчах туй туса пĕрлешмен вĕсем. Мăшăрсем Кармал Тенире пурăннă. З.Михайлова вырăнти колхоз ĕçĕсене хутшăнма пуçланă. Пурăнмалли условисем япăхран Йăлтăмра çурт туяннă. Иккĕшĕ те пурнăçа ăнтарса пырассишĕн чун хавалне хĕрхенмен: пĕри фермăра, тепри платникре ĕçленĕ.
– Мăшăрпа çичĕ ачана кун çути парнелерĕмĕр. Мухтанса каламастăп, пĕрне те алăра утюкка нумай вăхăт сиктерсе ларман, ача çуралнă хыççăн тăватă-пилĕк уйăхран ĕçе пикеннĕ, – пĕлтерчĕ Зинаида Илларионовна.
– Ачасене пурне те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă пулĕ?
– Хĕрсем манăн бухгалтери енĕпе вĕренчĕç. Шел пулин те икĕ ывăлĕ инвалида тухрĕç. Пĕри тĕп хулара пĕр предприятире, тепри колхозра трактористра ĕçлетчĕ. Тем пулчĕ вĕсене, халĕ акă иккĕшĕ те тĕп килте пурăнаççĕ, – ывăлĕсене шеллерех каларĕ çичĕ ача амăшĕ.
З.Михайлова пурăна-киле тепĕр хут почтăна таврăннă. Почтальонра ултă çул тимленĕ. Хыççăн Чăрăшкас Хирлеп шкулне техничкăна вырнаçнă. Мăшăрĕ Михаил икĕ çул каялла чире пула пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă. Халĕ ватă пĕччен мар та – кичемлĕх мĕнне пĕлмест. Хĕрĕсем час-часах килсе çÿреççĕ: кил-çурта тирпейлеççĕ, ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Зинаида Илларионовна иртнĕ вăхăта ялан ырăпа аса илет. Çемье пурнăçĕ шăкăр-макăрсăрах мар ĕнтĕ, анчах мăшăрсем шăв-шав нихăçан та çĕклемен, йывăр вăхăтра ырă сăмах каласа пĕр-пĕрин чунĕсене ăшăтнă. Халĕ ачисем ăна пулăшса, хавхалантарса пыни савăнăç кÿрет.
Юрий КОРНИЛОВ.