06 июля 2016 г.
«Луч» хуçалăхăн илепер (донник) уйĕ вăрман пек кашласа ларать. «Халиччен ăна ÿстерсе курманччĕ. Акма та ăна ушах, хытса ларакан çĕр çине акса пăхрăмăр. Ÿсĕмĕ савăнтарать. Ун хыççăн кунти çĕр пулăхĕ самай лайăхланасса шанатăп», – пĕлтерчĕ Вячеслав Ижелеев ертÿçĕ. Кунта тата клевер уйне элита вăрлăх хывнă.
Çĕре ĕçлеттерессин нулевой технологийĕ çине куçса пынă май, хуçалăх умкультурăсем лартасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал 17 га соя та акнă, çĕре тĕрлĕ микроэлементсемпе пуянлатнине кура ун лаптăкне 150 гектара çитересшĕн. Пĕлтĕр урпа, кĕрхи тулă вырса илнĕ хыççăн горчица тÿреммĕн технологипе акса хăварнă. Вăл юр лартма пулăшать çеç мар, çуркунне тунасем тăрăх пĕр пек ирĕлсе анса нÿрĕке сыхласа хăварма май парать. Тĕштырă хывнă хыççăн ку ÿсентăран каяшĕ çĕре кирлĕ элементсем парать.
«Пăрçа та – лайăх умкультура çеç мар, ăна туянас текенсем те пур, хакĕ те начар мар»,
– пĕлтерчĕ Вячеслав Ижелеев. Çитменнине, вăл выльăхшăн çав тери чаплă апат. Ку хуçалăхра ăна йывăр углеводсене аркатма пысăк температурăпа авăртса-вĕтетсе хушаççĕ.
Кăçал сидерат вырăнне çĕре мĕнлерех пулăх панине пĕлме вика та акса пăхасшăн.
Тепĕр çĕнĕ культура – тĕшĕлĕх кукуруза. «Луч» хуçалăх ăна пуçласа акнă. Лаптăкĕ пысăк мар – 17 га. Анчах та вăл сыснасен рационне самай пуянлатма, энергетика хушма май парĕ.
Хуçалăха ертсе пыма тытăннăранпа, тĕрĕссипе, Вячеслав Николаевич чылай опыт пухнă темелле. Усă курман чылай çĕр лаптăкне çаврăнăша кĕртнĕ май унсăрăн май та çук. Наука литературине нумай вулани çеç мар, мал опытлă хуçалăхсене тухса çÿресе вĕренессине те ĕçе кĕртнĕ. Нумаях пулмасть акă Çĕрпÿ районĕнчи хуçалăхăн технологийĕпе паллашнă, хăйсем патĕнче усă курмалли меслетсене пуçа хывнă.
Вячеслав Ижелеев Уйкас Кипекре те çĕр ĕçне йăлтах нулевой технологи çине куçассине пĕлтерчĕ. Çакă энергие нумай пĕтерекен ĕçсен шутне самай чакарнине, техника ĕмĕрне вăрăмлатма май панине каларĕ. Кăçал ку технологипе акнă культурăсем акă ыттисенчен лайăхрах çитĕннĕ. Çывăх вăхăтра çумăрсем пулсан вĕсенчен пысăкрах тухăç илес шанăç пур. Шел те, хальлĕхе ку енче çумăрсем савăнтарман тесен те юрать.
Юлашки вăхăтра «Луч» хуçалăхăн техника паркĕ самаях çĕнелчĕ. Пĕлтĕр туяннă сеялка – шăпах тÿреммĕн акса тăвас технологи валли. «Кун пирки эп ĕмĕтленнĕ, тĕлĕкре те курнă», – тет Вячеслав Николаевич. Хальлĕхе ăна Беларус-1221 трактор çине кăкарса ĕçлеттернĕ. Анчах та ун хăвачĕ ку сеялка валли çитеймест, çавăнпа та çуркунне «Росагролизингпа» вăрах вăхăтлăх кредит мелĕпе Террион-3180 трактор туянма килĕшÿ çырнă. Техника çураки тĕлнех çитмелле пулнă, халĕ те кÿрсе килмен-ха.
Куçса пыракан технологирен пулакан экономие председатель шалу çине янине палăртать. «Ĕçлекен çыннăн ĕç укçине те тивĕçлĕ илмелле. Ăна нихăçан та чакарма шутламан. Çынсен савăнăçĕ те шалура вĕт. Çăмăл мар ĕçе тĕплĕ пурнăçлаççĕ-çке», – терĕ вăл.
Паянхи куна «Луч» хуçалăх 1 пин ытла гектар çĕре ĕçлеттерет. Юлашки çулсенче кăна тырă упрамалли виçĕ çĕнĕ склад çĕклесе лартнă. Ĕмĕтре – вăрлăх складне тăвасси. Виçĕмçул туяннă тырă сушилки вырма вăхăтĕнче пысăк пулăшу парать. «Пĕлтĕр тырпул бункера пысăк нÿрĕклĕхпе кĕнĕрен ку агрегат пулман пулсан çухатăвне нумай тÿсеттĕмĕр», – пĕлтерет Вячеслав Ижелеев.
Паллах, тĕп тупăша хуçалăх сысна ĕрчетнинчен илет. Нумаях пулмасть кăна 1000 пуç вырнаçмалăх сысна комплексне реконструкциленĕ. Ăна тулли хăватпа ĕçлеттерсе яман-ха.
Хальхи вăхăтра хуçалăхра культурăсене имçамлассипе тимлеççĕ. Механизаторсене ертÿçĕ ырлать, ĕçе типтерлĕ, таса чунпа пурнăçланине палăртать.
Светлана Чикмякова.