06 июля 2016 г.
Наркотик хутăшĕсемпе тата психотроплă япаласемпе усă куракан çынсене реабилитацилессипе, йĕркеллĕ пурнăçа тавăрассипе çыхăннă мероприятисем пурнăçланса пыраççĕ-и — шăпах çак ыйту Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче тĕп вырăнта пулнă. Ларăва Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.
Пирĕн республикăра ку енĕпе ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине лайăх йĕркеленĕ, шăпах çак тытăма пула наркотиксăр пурăнайманнисене вăхăтра тупса палăртма тата сиплеве яма май килет. Чирлисене реабилитацилес ĕçе халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен организацисен ĕçченĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Вĕсем наркотикпа çыхланнă çын пур çемьесене сĕнÿ-канаш параççĕ, тĕрлĕ заняти ирттереççĕ, “шанăç телефонĕпе” ыйтусене хуравлаççĕ. Кăçал çеç 3 пине яхăн çын ят-шывне палăртмасăр шăнкăравласа чунне уçнă. ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Сапаркина каланă тăрăх, хальхи вăхăтра 1,5 пине яхăн çакнашкал çемье шутра тăрать. “Шурă вилĕм” тыткăнне çакланнисем валли республикăри наркологи диспансерĕ çумĕнче пирвайхи сĕнÿ-канаш пÿлĕмĕ уçнă.
Социаллă тата психологи реабилитацийĕ пирки каланă май, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова маларах наркотиксемпе туслă пулнă граждансене ĕçе вырнаçма йывăррине палăртнă.
Колонире пулнă вăхăтра наркоманирен сипленнĕ, ирĕке тухнă çынсене йĕркеллĕ пурнăçа тавăрас тĕлĕшпе Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕ тата ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви 2016–2020 çулсенче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿ тунă. Ку документра колонирен тухнă тата условнăй майпа айăпланнă граждансене, çав шутра наркотиксемпе туслисене те, профориентаци, психологи тата социаллă адаптаци пулăшăвĕ памаллине палăртнă.
Республика ертÿçи çак ĕçре тунă лайăх кăтартусем лăпланса лармалли сăлтав пулмалла маррине çирĕплетнĕ: “Лару-тăрăва тĕрĕслесех тăмалла. Регионта наркотикпа туслисен шутне ÿсме парас мар тесе пĕтĕм вăя пĕрлештермелле”.