Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕленрен асăрхан

06 июля 2016 г.

Çулла пушă вăхăта ытларах уçă сывлăшра тата çутçанталăк ытамĕнче ирттеретпĕр. Анчах хăрушлăх пирки те манма юрамасть. Вĕсенчен пĕри вăл – çĕлен. Унран чăннипех те асăрханмалла. Çĕленпе тĕл пулни мĕнпе вĕçленме пултарать – çакă йăлтах çын хăйне мĕнле тытнинчен килет. Тен, вăл хăрушлăх та кăларса тăратмасть. Çĕленсем пирки тĕплĕнрех медицина профилактикин, спорт медицинипе сывлăх физкультурин республикăри центрĕн врачĕ Е.М.Егорова каласа пачĕ.

– Елена Михайловна, пирĕн республика территорийĕнче ытларах мĕнле çĕленсем тĕл пулаççĕ тата хăшĕсем çынсене тапăнаççĕ?

– Чăваш енри сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп токсилогĕ пĕлтернĕ тăрăх республикăри больницăна çулсерен çĕлен сăхнă хыççăн пыракансем тупăнаççĕ. Кăçалхи апрель çурринчен пуçласа май уйăхĕччен ултă çынна больницăна вырттарнă. Пĕлтĕр вара çав вăхăтра 16-ăн пулнă. Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен ытларах пыраççĕ. Анчах та ытти районсенче те кунашкал тĕслĕхсем тупăнаççĕ. Пирĕн республикăра виçĕ тĕрлĕ çĕлен тĕл пулать: хура тата пăхăр, çавăн пекех хурăн пуçлă çĕлен. Вĕсенчен  чи хăрушши – хура çĕлен. Унăн вăрăмăшĕ – 60–80 сантиметр. Пĕр метра çитекеннисем те сайраран тĕл пулма пултараççĕ. Хура çĕлене ытларах чух шурлăхлă вырăнсенче асăрхатăн. Çавăн пекех улăх-çаранра тата вăрманта курăнаççĕ. Каçхи пурнăçа килĕштереççĕ пулин те çĕленсем кăнтăрла та активлăха чакармаççĕ. Хĕвел çинче хĕртĕнме юратаççĕ. Шăрăх вăхăтра хÿтлĕхе пытанаççĕ. Ахаль çĕленсем вара çынна курсан тарма пикенеççĕ. Çавах та пуçа малалла тăсса тата тĕрлĕ сасă кăларса активлă хÿтĕленеççĕ. Ахаль çĕлен сăхсан нимĕнле хăрушлăх та çук.

Пăхăр çĕлен хура йăрăмпа палăрса тăрать. Куçĕ хĕрлĕ тĕслĕ. Кĕлетке тăршшĕ 70 сантиметр. Вăл хÿтĕленнĕ май, тĕрлĕ хусканусем тăвать. Çыннăн ÿтне юн тухмалла çыртса илме пултарать. Апла пулин те çĕлен наркăмăшĕ хăрушлăх кăларса тăратмасть. Анчах та сыхă пулнине нимĕн те çитмест.

– Çĕлен ялан хăрушă-и?

– Пĕр çĕлен те, енчен те ăна хăратмасан, çынна малтан тапăнмасть. Ун патне çывхарсан чашкăрать, унталла-кунталла сикет. Çĕленсем ниçта кайса кĕмелле мар лару-тăрăва кĕрсе ÿксен кăна сăхаççĕ. Сăмахран, патакпа тĕкĕнтĕн е асăрхамасла урапа пусрăн пулсан.

Чи хăрушă вăхăт вăл – çуркунне. Мĕншĕн тесен пысăк ушкăнпа пуçтарăнаççĕ, çĕлен «туйĕ» йĕркелеççĕ. Сентябрь уйăхĕнче те активлăха ÿстереççĕ.

– Вăрманта асăрхануллă пулмалла пулĕ?

– Вăрманта уçăлса çÿренĕ чух асăрхануллă пулмалла. Атă тăхăнса çÿресен аван. Кăмпа е çырла татас умĕн çав вырăна патакпа хускатса илмелле. Канса илме чул çине ларас килсен те тавралăха тĕплĕн тĕрĕслемелле. Çĕрĕк тункатапа çÿп-çап çывăхĕнче кану йĕркелеме юрамасть. Сукмакпа утса пынă чух çĕлене курсан чарăнса тăмалла та вăраххăн каялла чакмалла. Çĕлен куçран çухаласса кĕтмелле. Алăра патак пулсан çĕлене хирĕç тытмалла. Çĕленрен тармалла мар, çул çинче тепри те сиксе тухма пултарать.

– Çĕлен сăхсан мĕн тумалла?

– Шар курнă çынна канлĕ вырăна вырттармалла. Çĕлен наркăмăшĕ организмра хăвăрт ан сарăлтăр тесен хусканма памалла мар. Аллинчен браслета, çĕрĕне кăларса илмелле. Суранланнă вырăнтан юна пусса кăлармалла. Сивĕ япала та хума юрать. Паллах, çывăхри медицина учрежденине васкавлăн çитермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика