06 июля 2016 г.
Пахалăхсăр апат-çимĕç вар-хырăма пăсни, хăстарни пирки этемлĕх темиçе ĕмĕр те пĕлет ĕнтĕ
Апат-çимĕçпе наркăмăшланни – бактерисем мар, вĕсен токсинĕсем тата организмшăн сиенлĕ япаласем пуçаракан чирсен ушкăнĕ. Хăш-пĕр токсинсем пăсăлнă çимĕçре нумай упранаççĕ, теприсем темиçе минут шывра вĕретнине те чăтăмлă. Вĕсене çын юнне лекме темиçе сехет, тепĕр чухне темиçе минут çеç кирлĕ. Çавăнпа инкубаци тапхăрĕ кĕске – 16 сехетрен ытла мар.
Апат-çимĕçпе наркăмăшлансан ÿт температури 38–39 градуса çитет, шăнтать, пуç ыратать, кĕлеткене йывăр. Анчах хăш чухне çын вĕриленмесен те пултарать. Ытларах чир хăстарать, варвитти ерет. Ку симптомсем пĕрле те, уйрăм та пулма пултараççĕ. Хăсăк ытларах чухне лĕклентернипе çыхăннă. Варвитти шывĕ талăкра 10–15 хутчен те пулать, кассăн-кассăн кăвапа тĕлĕнчен ыратать. Çаксем çумне кайран организм шывсăрланни хушăнать, çыннăн çăварта типет, юн таппи вăйланать, юн пусăмĕ чакать, сас çĕтет, шăмăсене, ура тупанĕсене шăнăр туртать.
Апатпа наркăмăшланас мар тесен профилактика мерисене пăхăнăр:
- суту-илÿ валли уйăрман вырăнта, палламан çынсенчен продуктсем, уйрăмах хăвăрт пăсăлаканнисене, ан туянăр;
- сĕт, кăлпасси, кремлă кондитер изделийĕсен, хатĕр салатсен, ача-пăча продукчĕсен срокне пăхăр тата вĕсене упрамалли температура условийĕсене пăхăнăр;
- полуфабрикатсене, хатĕр продуктсене холодильникре нумай ан упрăр;
- çийиччен пахчаçимĕçе, улма-çырлана, ешĕл çимĕçе лайăх çăвăр;
- пăсăлнă, çĕрнĕ, хуппи сиенленнĕ çимĕçсене нихăçан та ан çийĕр;
- тĕркемĕсем сиенленнĕ е маркировка этикетки çук продуктсене ан туянăр.
Çавăн пекех çимĕçсене пăшăхлани, вĕсене тасалăхра упрани, хатĕрлени пĕлтерĕшлĕ. Çăмартана, сăмахран, вĕреме кĕнĕ хыççăн 10 минутран кая мар пĕçермелле. Ачасене ароматизаторсем, красительсем, искусствăлла хутăшсем хушнă çимĕçе (алкогольсĕр шĕвексем, чăмлаксем, кондитер изделийĕсем тата ытти те) пачах пама юрамасть.
Вар-хырăм пăсăлнин паллисем пулсан медицина пулăшăвне вăхăтра чĕнĕр. Врач каламасăр антибиотиксем ан ĕçĕр.
Надежда НИКОЛАЕВА,
район тĕп больницин врач-инфекционисчĕ.