29 июня 2016 г.
Мăн Явăшри Иванпа Клавдия Алексеевсем утмăл çул пĕрле. Яланах пĕр сукмакпа утаççĕ вĕсем, йывăрлăхсене те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса тата юратса пурăннăран тăватă хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, хăйсен çул-йĕрне тупма пулăшнă. Туйăмсем, шанчăклăх, кăмăл çирĕплĕхĕ – тимĕр пекех чăтăмлă Алексеевсен.
Клавдия Дмитриевна 1934 çулта Уйкас Явăшра çуралнă. Ку ял шкулĕнче 4 класс таран пĕлÿ пухнă, хыççăн Мăн Явăшра вĕреннĕ. Анчах та çичĕ класс пĕтерсен уншăн шкул çулĕ хупăннă. «Вулама, çырма пĕлетĕн, хырăм тăрантармашкăн ĕçлес пулать», – тенĕ хĕрне амăшĕ. Çывăх çыннин сăмахĕнчен иртеймен вăл, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче парта хушшине ларас вырăнне ĕçе пикеннĕ, Атăл леш енче вăрман каснă. Ача шутĕнчен тухман пулин те аслисенчен уйрăлман, вĕсемпе тан вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ. «Йывăр-çке мана, ывăнса çитрĕм», – тесе калама чĕлхе çаврăнман. Вăрман касса тирпейленĕ çĕрте куллен тар кăларнă пулин те пылак çимĕçе сайраран çеç астивсе курнă.
Вăхăт пĕр чарăнми малаллах шунă, тепĕр икĕ çултан Шупашкарти пĕр стройкăна вырнаçнă. Аш-какай комбинатне тунă çĕрте ĕç биографине малалла тăснă. Хула пурнăçĕпе пурăннă хĕр, анчах йăлтах перекетленĕ, çипуç хыççăн çипуç улăштарман. Укçа-тенкĕ пухасси малти вырăнта тăнă.
Шăпа çырнинчен иртеймĕн теççĕ те, тĕрĕсси пур-тăр. Пĕр кунхине, кĕтмен-çĕртен, Клавдия Дмитриевна патне Мăн Явăшри Иван Алексеев пырса çитнĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе ĕç вырăнĕнче тĕл пулнă. Каччă хĕре мĕн сăлтавпа шыраса тупнине тÿрех пĕлтернĕ. «Эпĕ сана хамăн мăшăр тăвасшăн», – тенĕ вăл. Клавдия нимĕн калама аптраса тăнă. ,çри юлташĕсем ăна ырă сĕнÿ панă: пĕлнĕ çынна ан хирĕçле, качча тух. Хĕр Ивана палланă-ха, анчах та унпа хире-хирĕç тăрса калаçса курман. Çитменнине, салтакран отпуска вăхăтлăха çеç таврăннă. «Мĕн тумалла?» – çак ыйту самантрах канăçсăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Кăштах калаçкаласан чун-чĕри ăшăннă, Иванпа пĕрле яла пыма килĕшнĕ. Тăлăха хĕрхенни те кăмăлне çемçетнĕ.
Мăн Явăша çитсен туй тăвасси пирки сăмах та хускатман. «Çырăнсан пĕчĕк ушкăнпа сĕтел хушшинче ларса илсен те çитет», – тенĕ Клавдия Дмитриевна. Иванăн темиçе кунран отпуск вĕçленет те – каллех салтака каймалла-çке унăн. Çавăнпа пĕрлешнине шавлă уявлама шутламан. Эрне иртнĕ-и, Иванăн çамрăк арăмĕнчен уйрăлмалла та пулса тухнă. Вăл кĕркунне салтакран таврăнассине пĕлтернĕ, унччен чăтăмлă пулма ыйтнă. Çапла вара К.Алексеева çывăх çыннине службăна ăсатса ярсан килте пĕчченех тăрса юлнă. Июнь уйăхĕ пулнă та – ĕçĕ черетленсех тăнă. Кÿршисем, тăванĕсем кичемлĕхе кĕрсе ÿкме паман, ун патне тăтăшах килсе çÿренĕ.
Акă ноябрь те çитнĕ. Иван Алексеев службăна вĕçлесе тăван яла таврăннă. Ăна вара юратнă çынни – Клавдия кĕтсе илнĕ. Уйкас Явăш пикине çара кайичченех килĕштернĕ, çавăнпах отпуска вăхăтлăха килсен ăçта ĕçлесе пурăннине ыйтса пĕлнĕ те ăна шыраса хулана çитнĕ. Тĕлĕнмелле пек те – каçсерен пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçса çÿремесĕрех çемье çавăрнă. Иван Алексеева ĕç тупасси йывăрлăх кÿмен. Ăна, салтакран тĕрекленсе таврăннăскере, Ульянов ячĕллĕ колхоз ертÿçи тÿрех трактор шанса панă. Вăйпитти çамрăк техникăпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: суха та тунă, тырă та акнă. Урапаллипе кăна мар, гусеницăллă тракторпа та уй-хирте тăрăшнă. Мăн Явăш ĕçченĕ хăйне нихăçан та хĕрхенмен, ывăннине те туйман.
Мăшăрĕ – Клавдия та – колхозра пиçĕхнĕ. Çав вăхăтрах килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхне те тытнă. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтересси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Мăшăрсем 1993 çулта кирпĕчрен çурт çĕклесе лартнă. Иккĕшĕ те тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Иван Алексеевăн мухтанма та май пур. Вăл 1968 çулта «Республикăри чи лайăх механизатор» ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна хăй вăхăтĕнче икĕ хутчен «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа чысланă. Хисеп хучĕсем те нумай. Салтакра вара çар чаçĕн ялавĕ умĕнче сăн ÿкерĕннĕ. Клавдия Дмитриевна та, мăшăрĕ пекех, ĕçре тăрăшулăхпа палăрнă, коммунизмла ĕç ударникĕ вăл.
Халĕ Алексеевсем иккĕшех кун кунлаççĕ. Çулĕсем пур пулин те ĕçсĕр пурăнаймаççĕ, çу кунĕсенче анкартинчен уйрăлма пĕлмеççĕ. Вăй-халĕ çук мар вĕсен, çавăнпа телевизор умĕнче ларса вăхăта ирттермеççĕ. Паллах, ачисем те хавхалану хушаççĕ, хастарлăх хĕлхемне сÿнтерме памаççĕ. Вĕсем тăван кĕтесе манманни – ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк савăнăç.
Юрий КОРНИЛОВ.