Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем юсавра çĕнелеççĕ

29 июня 2016 г.

Районта кăçал çул-йĕр ĕçĕсем чылай пыни курăнать. Пĕтĕмĕшле вара миçе километр çула тата ăçта çĕнетме палăртнă-ши?

Михаил АФАНАСЬЕВ.

Ыйтăва район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Юрий Васильевич РОМАНОВ хуравлать:

– Районта хытă сийлĕ автомобиль çулĕсем пĕтĕмĕшле 676,102 километра тăсăлаççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе Вăрнар районĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ çулсене юсама республика бюджетĕнчен 217 млн ытларах тенкĕ уйăрнă. Ку пĕлтерĕшлĕ çулсене юсама «Чувашупрдор» патшалăх учрежденийĕ пĕлтĕр тата кăçал электронлă аукционсем ирттернĕ.

Калининăри Мăн Çавал урлă хывнă кĕпере тĕпрен юсама 22350 пин тенкĕ палăртнă. «Воддорстрой» ТМЯОпа çырнă контракт тăрăх, кунти мĕнпур ĕçе августра вĕçлĕç. Çÿрев пайне уçнă – ун тăрăх автомобильсем чупаççĕ ĕнтĕ.

Çавăн пекех кăçал Хирлеп шывĕ çинчи кĕпере те юсамалла. Ку тĕллевпе 35721,707 пин тенкĕ пăхнă. Объекта аукциона тăратнă, торгисем июль пуçламăшĕнче иртмелле.

Вăрнарти чукун çул урлă хывнă путепровода «Мостостроительная фирма МПФ» ТМЯО августра юсаса пĕтерме палăртать.

Çавăн пекех кăçал çулсем Вăрнар–Йĕпреç автотрассăпа Кÿстÿмĕрпе Ершепуç ялĕсем хушшинче – 4,28 км, Рункă чиккинчен Çĕрпеле çитиччен, Çĕмĕрле çулĕпе Калининăри пăрăнăçран Элĕк чиккине çитиччен, Калинино–Шăхасан автотрассăра Калининăран пуçласа Малти Ишек таран çĕнелмелле.

Вăрнар районĕнчи муниципаллă çулсене тытса тăрассипе тата юсассипе икĕ подряд организацийĕ ĕçлет: «Вурнарыдорстрой» тата «Чувашавтодор». Каласа хăвармалла, «Чувашавтодор» организаци хавшанă май, контрактпа йышăннă ĕçсене апрельтен пурнăçлама пăрахнă. Предприяти – панкрута тухас тапхăрта. Çавăнпа та район администрацийĕ унпа патшалăх контрактне пăрахăçлама çырупа тухнă.

Чăн та, кăçал пирĕн районта муниципаллă çулсене сарассипе пысăк ĕçсем пыраççĕ. Кĕçĕн Кипек çул тăваткалĕнчен Вăрнарти автозаправкăна çитиччен ав çул халĕ çатма пек яп-яка. Пысăк ĕç вĕт – 12 км. Калининăран Кÿлхĕрри таран хывнă асфальт та тип-тикĕс.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене те тимлĕхрен кăлармастпăр. Пытарма кирлĕ мар, нумай çĕрте вĕсем самаях çĕмĕрĕлнĕ. Чăваш Республикин çул-йĕр фончĕ ку çулсене юсама тата проектлама пирĕн района 4750 пин тенкĕ уйăрнă. Уйкас Кипек ял тăрăхĕнчи Енĕш ялĕ тата Çавалкас ял тăрăхĕнчи Çавалкас ялĕ çывăхĕнчи шăтăклă çулсене 300-шер метр анлăшĕпе сарнă. Шĕнер Ишеке каякан çул пайне подрядчик çывăх вăхăтра юсаса пĕтерме шантарать.

Кăçал çавăн пекех республикăри ял урамĕсене хăпартса вĕт чулпа сарас программăпа килĕшÿллĕн Вăрманкасри Черемушки, Упнерти Набережнăй, Хăмăшри Шкул, Пуканкассинчи Воробьев урамĕсенчи çулсен строительствине вĕçлемелле.

Вăрнар поселокĕнчи çулсене юсама пĕтĕмĕшле 7 млн тенкĕ уйăрнă. К.Маркс тата Ж.Илюкин урамĕсене çĕнетессипе подрядчик паллă. Çавăн пекех Комсомольски, Первомайски тата Советски урамĕсенчи шăтăк-путăксене хуплама планланă. Ĕçсене июль–август уйăхĕсенче вĕçлемелле.

Вăрнар поселокĕнче çуртсен территорийĕсене тата вĕсем патне çитекен çулсене юсама 1449,2 пин тенкĕ пăхнă. Поселени администрацийĕ халĕ ку тĕлĕшпе электронлă аукцион ирттерме конкурс документацине хатĕрлет.

Пĕтĕмĕшле Чăваш Республикин çул-йĕр фончĕ Вăрнар районĕнче çул-йĕр ĕçĕсене ирттерме 46,6 млн тенкĕ пăхнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика