29 июня 2016 г.
Шкултан вĕренсе тухакансен балĕ ытти çулхи пекех хаваслă та шавлă иртрĕ. Кăçалхи хĕрсемпе каччăсен уйрăмах мухтанмалли пур. Медалистсем – 37-ĕн. Нумайăшĕ – ăс-хакăл, спорт тупăшăвĕсен çĕнтерÿçисем.
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытнă. Математикăпа чи нумай вăтам балл пухакансем (72) – Санарпуç шкулĕнче вĕренекенсем. Ку предмета çавăн пекех Кульцаври, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкул ачисем тарăн пĕлнине çирĕплетсе панă.
Вырăс чĕлхипе экзамена Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Ярмушкари тата Калининăри шкулсенче вĕренекенсем çăмăллăн тытнă. Вăрнарти 2-мĕш шкулти Настя Капитонован акă ку предметпа – 100 балл. Ку шкулти Настя Ильинан, 1-мĕш шкулти Татьяна Илларионован, Ярмушкари Дина Федорован тата Калининăри Таня Андрееван 98-шар балл.
– Мускава вĕренме каясшăн. Заявленисене икĕ çĕре пама палăртнă: экономика тата çар пĕлĕвĕ енĕпе, – пĕлтерчĕ Кÿстÿмĕрти шкултан ылтăн медальпе тухнă Алина Васильева.
Бал кунĕнче унăн пĕр класри юлташĕ Юлия Михайлова та çакнашкал медалех тивĕçнĕ.
Медалистсене илес пулсан, кăçал та чи нумаййисем – Вăрнарти 1-мĕш шкултан: 13 каччăпа хĕр, Вăрнарти 2-мĕш шкултан – 11, Санарпуç шкулĕнчен – 5, Калинино шкулĕнчен – 3, Кÿстÿмĕрти пекех Кĕçĕн Кипекрен – 2, Ярмушка шкулĕнчен – 1.
Иртнĕ кĕçнерникун районти шкулсенчен тухакан 178 хĕрпе каччăна район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – йĕркелÿ ĕçĕн, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Андрей Матвеев, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова, республикăри аслă шкулсен представителĕсем саламларĕç.
Поселокри тĕп площадьре хĕрсемпе каччăсене «СтудЛайф» ушкăн савăнтарчĕ. Унччен выпускниксем пĕр-пĕрне флэшмобсем парнелерĕç, конкурссенче вăй виçрĕç.
Умра – вĕсен тата тепĕр яваплă тапхăр: вĕренме кĕрсе чун туртнă специальноçсене алла илесси. ,мĕт-тĕллев пулсан – ăнăçатех.
Светлана ЧИКМЯКОВА.