29 июня 2016 г.
Яланхинчен пачах урăхла пуçланчĕ ирхи зарядка Вăрнарти 1-мĕш шкулăн «Хĕвел» сывлăхпа кану лагерĕнче. Ачасемшĕн тĕлĕнмелле кăмăллă кĕтменлĕх – Вăрнарта хăнара Халăхсем хушшинчи туслăх, тăнăçлăх тата ăнланулăх «Тĕнче чупăвĕ-2016» эстафетине хутшăнакансен пĕр ушкăнĕ пулни.
Вăрнар спортсменĕсем Элĕк районĕнчен килекен ушкăна Пайăк ялĕ патĕнче кĕтсе илсе вĕсен ретне хушăннă. Эстафетăна хутшăнакансем Вăрнарти 1-мĕш шкулăн «Хĕвел» сывлăхпа кану лагерĕнчи ачасем ирхи зарядка тунине курсан вĕсемпе курса калаçмасăр малалла кайман.
Чупăва хутшăнакансем олимп çулăмне, ырă ирĕклĕх паллине, ачасене алран алла тыттарчĕç. «Тĕнче чупăвĕ-2016» эстафета çинчен каласа кăтартнă хыççăн чупакансем хăйсен гимнне акăлчанла тата вырăсла юрласа пачĕç. «Кашни çыннăн ĕмĕт пулмалла, ĕмĕт пулсан кăна çын хăйĕнпе тата ыттисемпе лăпкă, туслă, сывлăхлă, юратса пурăнма пултарать. Çав туйăм чĕрере çуралать, ăна упрама тăрăшмалла», – терĕç чупăва хутшăнакансем.
«Хĕвел» сывлăхпа кану лагерĕнчи кашни шкул ачи тата вĕрентекенĕ Халăхсем хушшинчи «Тĕнче чупăвĕ-2016» эстафетине хутшăннине пĕлтерекен сертификата тивĕçрĕç. «Тĕнче чупăвĕ-2016» эстафета малалла, Йĕпреç еннелле, çул тытрĕ.
Людмила АЛЕКСЕЕВА.