29 июня 2016 г.
Çуллахи шăрăх тапхăр пынă май, халăх шыв патне ытларах туртăнать. Пĕвере, бассейнра шыва кĕни ачасене çеç мар, аслисене те хаваслăх чылай кÿрет. Анчах та шыв хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Нумай чухне ишме пĕлекенсемех инкеке лекеççĕ.
2015 çулта Вăрнар районĕнче 2 çын путса вилнĕ. Çавăнпа та тăвансем, çывăх çынсем эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва кĕрессинчен асăрхăр.
Ачасене те шыв хĕрринче асăрхавсăр ан хăварăр. Республикăра кĕçĕннисем путнă тĕслĕхсем чылай çырăнаççĕ.
Инкек курас мар тесен правилăсене çирĕп пăхăнмалла:
шыва ирхине е каçхине кĕрсен аванрах. Шыв температури 17–19 градусран пĕчĕкрех пулмалла мар. 20 минутран ытларах ишме юрамасть, ку вăхăта та тÿрех мар, 3–5 минутран ÿстерсе-хăнăхса пымалла. Шăниччен чăмпăлтатни шăнăр туртни, сывлама чарăнни, тăна çухатни патне илсе çитерме пултарать;
енчен те урана шăнăр туртсан пулăшу чĕнмелле, тарăннăн сывламалла, пите шыва чикмелле. Урасене хускатмалла, шăнăр туртни иртмесен чĕпĕтмелле. Урасене туйма пуçласан ишев стильне улăштармалла, çурăм çине çаврăнмалла, урана массаж тумалла, çыран хĕрнелле ишмелле;
хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн сулхăна куçмалла, унтан тин шыва кĕме юрать, мĕншĕн тесен ÿт тÿрех сивĕнни мышцăсене пĕрет, сывлава путлантарать;
ятарлă пляж пулмасан шыва кĕме хăйăрлă, чăнкă мар вырăна суйласа илмелле. Пĕлмен вырăнтан сикме юрамасть: пуçпа чул е ытти япала çине тăрăнма пултаратăр;
хăвăр вăя шанмасан аякка ишсе кайма юрамасть. Ывăнсанах каялла таврăнмалла, канмалла. Шыв майăн ишмелле. Авăра лексен тарăннăн сывласа илсе чăммалла та хăвăрт аяккалла ишсе çиеле тухмалла;
автомобиль камерисемпе, вĕрсе хăпартнă матрацсемпе е теттесемпе аяккалла ишсе кайни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
Ишме пĕлмесен çăлав жилечĕсене тăхăнмалла. Ачасем аслисен тимлĕхĕнчен тухмалла мар. Вĕсемпе çыхăннă инкексен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ шăпах ашшĕ-амăшĕ е ытти тăван-пĕлĕшĕ кĕçĕннисем çинчен «маннипе» пулать. Шыв хĕрне вĕсене нихăçан та пĕччен ан ярăр. Çыран хĕрринех пымалла маррине вĕрентĕр.
Раççей МЧСĕн Чăваш енри Тĕп управленийĕ.
Галина ТЮРИНА, медицина профилактикин республикăри центрĕн врачĕ.