29 июня 2016 г.
Руль умĕнче хăвăртлăха ÿстерме юраманни пирки нумай асăрхаттаратпăр, аса илтеретпĕр пулин те хăш-пĕр водительсем çакна ниепле те пуçа хывмаççĕ.
Çăмăлттайлăха пулах акă июнĕн 25-мĕшĕнче район çулĕ çинче хăрушă инкек çырăннă. 47-ри арçын, «Хундай Акцент» автомобиле тытса пыраканскер, Çĕмĕрле енчен Калининăналла вĕçтерсе килнĕ. Хăвăртлăха самай ÿстернĕскер, руле тытса чараймасăр пынă çĕртех кювета çаврăнса ÿкнĕ, хăрушлăх ременĕпе çыхăнманнипе кабинăран 27 метр аяккалла тухса вĕçнĕ. Çакă ун пурнăç хакне тăнă – водителĕн чĕри инкек вырăнĕнчех тапма чарăннă.
Пассажиркăна ÿт-пÿ суранĕсемпе васкавлă пулăшу машинипе Çĕмĕрлери медицина центрне илсе çитернĕ.
Геннадий КАЗЫКИН,
полицин районти пайĕн çул-йĕр инспекторĕ.