Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра савăнăпăр

23 июня 2016 г.

Ыран Чăваш ен хăйĕн чи сумлă уявне – Республика кунне – паллă тăвать. Кăçал вăл халăха мĕнпе тĕлĕнтерĕ, мĕнле çĕнĕлĕхсемпе савăнтарĕ.

Уяв мероприятийĕсем çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче «Пурнăç» мультимедиа куравĕпе уçăлчĕç. Тепĕр пысăк мероприяти – Пĕтĕм Раççейри «Пĕлÿ. Технологисем. Раççей туризм индустрине аталантармалли çул-йĕр» конференци.

Республика кунĕн чи пĕлтерĕшлĕ мероприятийĕсем – «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивалĕ, «Руç ăстисем» конкурсĕ, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, çĕршыври халăхсен йăли-йĕркин «Халăх станцийĕ» фестивалĕ. Яланхи пекех унта хутшăнакан йышлă пулĕ. Тĕслĕхрен, «Руç ăстисем» конкурса тĕрлĕ регионтан 37 ăста килмелле, Чăваш ен чысне 22 маçтăр хÿтĕлĕ. Акатуя 32 регионтан 37 коллектив килме кăмăл тунă. Шупашкарти Анне палăкĕ патĕнче иртекен уявăн сумлă хăнисен шутĕнче Беларуçпа Эстонире, Мускавпа Севастопольте пурăнакан чăвашсем те пулĕç. «Раççей çăлкуçĕсем» те яланхи пекех хăйсен мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтерĕç.

Алĕç ăстисемпе халăх пултарулăхĕн хастарĕсем çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Этнокультура – паянхи саманара» наука-практика конференцийĕнче тĕрлĕ ыйту хускатĕç, музыка вĕренĕвĕн специалисчĕсем «çавра сĕтелте» инноваци проекчĕсем çинчен калаçĕç. Халăх пултарулăхне кăмăллакансем ăсталăх сехечĕсене хутшăнма пултарĕç.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республикăри халăх пултарулăх центрĕ 80 çулхи юбилейне уявлать. Çак пулăма халалласа Хĕрлĕ тÿремре Чăваш енри «халăх» ята тивĕçнĕ творчество коллективĕсен концерчĕ иртĕ. Кăçалхи тепĕр çĕнĕлĕх – наци тумĕсен «Ĕмĕрсен эрешĕсем» парачĕ. Унта наци тумĕ ăсталакан маçтăрсемпе фирмăсен ĕçĕсене курăпăр.

Республика кунĕнче Хĕрлĕ тÿремсĕр пуçне концерт лапамĕсем хулари тĕрлĕ вырăнта пулĕç. Хăнасемпе хула çыннисем Лакрей паркĕнче, «Шупашкар» суту-илÿ комплексĕ, «Салют», «Акаци» (Лапсар) культура керменĕсем, Чăваш Республикин Наци библиотеки умĕнче артистсен ăсталăхĕпе киленме, «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль хастарĕсен пултарулăхне хаклама пултарĕç.

Кăçал Республика кунне Элĕк районĕнче паллă тăваççĕ. Çак уява элĕксем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пур çыннăн чунне тыткăнлаканни – «Элĕк кремлĕ» этнокартиш. Кун пекки паянхи кунччен ниçта та çук. Праçник «Сурăм пуххи» ял уявĕпе пуçланĕ. Пултаруллă ачасен «Элĕк ен пуласлăхĕ» концерчĕ, «XXI ĕмĕр Кулибинĕ» конкурс, «Тури чăвашсен культури» курав, район Акатуйĕ, чăваш эстрадин «Вирьял шевлисем» фестиваль çĕнтерÿçисен концерчĕ тата ытти кĕтет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика