23 июня 2016 г.
Вăрманкас ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен çыру çуркуннех килнĕччĕ. Унта вĕсем ял çумĕпе юхса выртакан Вăтам Çавала плотина тума ячĕшĕн пĕвелени, бюджет укçине усăсăр тăккалани çинчен пăшăрханса çырнăччĕ. Плотини те пулса çитмен, подрядчик та çухалнă иккен.
Çыру йĕрĕпе хыççăнах ку вырăна çитсе курнăччĕ. Халăх чунĕ ăçтан ан пăшăрхантăр ĕнтĕ; Тавраллах таса мар чунлă подрядчиксен ĕçĕ курăнать. Юханшыва, чăн та, ячĕшĕн тенĕ пек пĕвеленĕ. Ейÿ вăхăтĕнче хăватлă юхăм ăна çисе татса каяссине пĕлсе Çавала урăх çулпа – кĕпер айккипе траншея чавса юхтарнă.
Тепĕр тесен, плотина тăвас текен çын ку вырăна йывăç-тĕмсенчен, ăпăр-тапăртан тасатмалла, тарăнлатма территорие чавса çĕре илсе тухмалла пек. Анчах та кунта ку ĕçсене вуçех те пурнăçламан. Специалистсем палăртнă тăрăх, кунашкал шыв управĕсене хăйăрлă вырăнта çĕклеме юрамасть, çеремлĕ вырăна йăлтах сÿмелле, ÿсентăран сийне 20–30 сантиметртан кая мар хырса тасатмалла...
«Путин В.В., Медведев Д.А. налук тÿлекенсен укçисене тĕллевлĕ пĕтерме ыйтаççĕ. Хуçасен вара укçана перекетлемелле, халăхпа сÿтсе явмасăр пĕр пус та аяккалла ямалла мар», – çыраççĕ çырура ял пуçлăхĕ плотина тăвас шухăша халăхпа сÿтсе явманнине палăртса.
Вăрнар районне аукционсем йĕркипе таса мар чунлă подрядчиксем «иленнине» пирĕн хаçат пĕрре мар çырнă. Вулакансем аван пĕлеççĕ: Калининăри кĕпер строительстви тăсăлса кайрĕ, Вăрнарти çĕнĕ ача сачĕ аранах уçăлчĕ, Тăрăллă пăр катокĕ вăхăтра хута каяймарĕ, Вăрнарти нумай ачаллă Уткинсен çемйи валли пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ çурт хăпарса çитеймест тата ыт.те.
Аукционсем строительство комплексне самаях ура хуни сисĕнет. Пĕлтерĕшлĕ объектсене хамăрăн вырăнти, пахалăхлă ĕçлекен организацие параймастпăр. Аукциона кашниех йÿнĕрех хакпа выляса илесшĕн. Анчах та çакă ун пахалăхĕ, çирĕплĕхĕ, чăтăмлăхĕ çине те витĕм кÿни сисчĕвлентерет. Е ытах та – объектсем пĕр кунлăх фирмăсен, хутпа кăранташсăр пуçне урăх нимĕн те çук организацисен, аллине лекни. Вăрманкассен, ав, халĕ подрядчика ăçтан шыраса тупмалла-ши; Ял халăхĕ ăна хăй тĕрĕслесе, пăхса тăрса ĕçлеттерĕччĕ.
Вăрманкассен чун ыратăвне уçас тесе çыру копийĕсене хыççăнах тивĕçлĕ органсене ярса панăччĕ, хальлĕхе хуравсем килеймен-ха...
Сăнÿкерчĕксене апрельте ÿкернĕ.