Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишĕлет те ишĕлет…

23 июня 2016 г.

Ишĕлет те ишĕлет…

Иртеменкассинчи Вишневăй урамра  пурăнакансен те ыйтăвĕ нушаллă – хăйсем патне каçмалли çĕр-кĕпер темиçе çĕртен ишĕлет: кунта халĕ транспортпа мар, çуран та каçма хăрушăланса пырать

Ахальтен «макăрмаççĕ» ку урамрисем. Ытларах аслă ÿсĕмри çынсем пурăнаççĕ-çке. Тăрук сывлăхпа аптăрасан васкавлă пулăшу машини те çитес çук. Ку урамри пĕр хуçалăх вĕсен куç умĕнчех çунса кĕлленни халĕ те асран тухмасть – çул çук пирки пушар машинисем инкек вырăнне ниепле те çитеймен.

Кăçал çурхи шыв тулăх пулчĕ. Вишневăй урамра пурăнакансем кăçал хăйсем умĕнчи пĕве шывĕ кĕпер çийĕн карлаттарса юхнине палăртаççĕ. Ку вăхăтра çынсем тепĕр урампа вуçех çыхăну татнă – каçса çÿрейместĕн-çке. «Сăмакун пăрăхĕ çакăн пысăкăш пĕвене ăçтан юхтарса ĕлкĕртĕр ĕнтĕ», – тарăхса, çав вăхăтрах ытарлăн калаçрĕ Александр Фирсов.

Тĕрĕссипе, кĕпер нушине ку урамра пурăнакансем темиçе çул тÿсеççĕ иккен.  Пĕр çулхине кĕпере юсама пĕр усламçа шаннă. Анчах та вăл кĕпере çирĕплетес вырăнне мăн пăрăха кăларса хайхи «сăмакун пăрăхне», çитменнине питĕ çÿле, хурса хăварнă иккен. Ял çыннисем каланă тăрăх, сарлака бетон пăрăха тиесе кайма та тăнă, анчах халăх куçкĕретех çапла тума ирĕк паман.

Кĕпере çулсерен ячĕшĕн юсакаланçи туни те йăлăхтарнă вĕсене. «Нивушлĕ тÿрех çирĕп те шанчăклă тума май çук;», – тĕлĕнеççĕ хайхискерсем.

Тарăхмасăр. Виçĕ çĕрте самаях ишĕлнĕ кĕпере ансăрлатнă çеç мар, чăнкăскер çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Ача-пăча анса кайрĕ-тĕк;..

Электричество юписене, трансформатора, ав, аяккарах анчахрах куçарчĕç, каллех ишĕлчĕк çумах куçса çитрĕ, – тĕллесе кăтартрĕ Елизавета Быкова.

Маларах кĕпере ку урамри Виталий Зайцев пăхса-асăрхаса тăнă, çуркуннесерен тулса каякан шыва сигма тăрпасемпе юхтарнă иккен. Вăл пурнăçран уйрăлсан юсавсем вăхăтĕнче кĕпер айне хунă пăрăхсене те кăларса кайнă. Ейÿсем вăхăтĕнче икĕ урама çыхăнтаракан çула сыхласа хăварас тесе Александр Фирсов нумай тăрăшнă. Анчах хăватлă шыва ал вăйĕпе кăна ăçтан çĕнтерĕн;

Пĕр кунхине çывăхри çырмара экскаватор ĕçлеме тытăнсан савăннă-ха иртеменкассисем: «Тен, кĕпере юсаса парĕç;». ,мĕчĕ лапах сÿннĕ – КамАЗсем Иртеменкасси ялĕ хушшинчи çĕре таçта (ял çыннисен шухăшĕпе – Санарпуç тĕлĕнчи автобус чарăнăвĕн никĕсне хăпартма;) тиесе кайнă. «Ирĕк илнипе чаватпăр» текенсене ку çывăхри урамра пурăнакансем çула пÿлнипе кăна хăваласа яма май килнĕ иккен.

«Пирĕн ыйтăва тимлĕхе илĕç-ши; 21-мĕш ĕмĕрте çапла нушаланса пурăнни ытла та намăс-çке...» – хаш та хаш сывлаççĕ иртеменкассисем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика