23 июня 2016 г.
Çул-йĕр яланах тимлĕх ыйтать. Çакна манас марччĕ, унсăрăн инкеке те лекме пултаратăн.
Уравăшри М. ял урамĕпе ИЖ Планета-5 маркăллă мотоциклпа вĕçтерсе пынă. Çав вăхăтра тимлĕхе çухатнă-ши, велосипед çине кĕрсе кайнă. Руле тытса пыраканни вара тăватă çулхи ача пулнă. Инкекре шкул çулне çитменскер аманнă, çавăнпа та васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илме тивнĕ. Мотоциклпа çула тухаканскер шкулта вĕреннĕ, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче саккăрмĕш класс пĕтернĕ.
Çул-йĕр правилинчи 24.4 пунктра пăхнă тăрăх, çичĕ çултан кĕçĕннисен велосипедпа тротуарпа е утмалли çул тăрăх кăна çÿремелле.
Геннадий КАЗЫКИН,
полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.