21 июня 2016 г.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕччен 10 кун юлчĕ. Пысăк тĕллевлĕ анлă мероприяти аграри сферине аталантарас программа никĕсне хывăнĕ. Çавăнпа та ăна тĕрĕс те пысăк яваплăхпа ирттересси тĕп вырăнта.
Районта ку енĕпе иртнĕ çултанпах курăмлă ĕçсем пыраççĕ. Инструктор участокĕсене (вĕсем улттă: Вăрнарта, Калининăра, Кĕçĕн Кипекре тата Çĕрпелте вырнаçнă), переписчиксене (33) палăртнă.
Вăрнар районĕнче 19 ял хуçалăх организацийĕ, 98 хресчен-фермер тата уйрăм предпринимательсен хуçалăхĕ, çынсен 15069 хуçалăхĕ тата 15 сад тата коммерцилле мар пĕрлĕх хуçалăхĕсем тĕлĕшпе информаци пухĕç.
Ĕнер республикăра онлайн режимпа инструкторсем, переписчиксем валли ятарлă вĕренÿ ирттерчĕç. Пирĕн районти çыравшăн яваплă çынсем те хутшăнчĕç унта.
Видеоконференцин вĕрентÿлĕхĕ пысăк. Переписчиксене статистика асăрхавĕн формисене мĕнлерех çырса тултармаллине тĕплĕн ăнлантарчĕç. Вĕсен кашни ыйтăвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли палăрчĕ. Уйрăмах çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе.
Респондентсен кил хуçалăхĕнче миçе çын пурăннисĕр пуçне ĕç, çĕр ресурсĕсем, мĕнле культурăсем туса илни, сутни, çĕрпе мĕнле усă курни, мĕнле тата миçе пуç выльăх усрани, мĕнлерех техника пурри çинчен тĕрĕс информаци памалла. Тĕп ыйтусем пĕтĕмпе 18. Хăш-пĕр ыйтăвĕн çумпункчĕсем 30-а та çитеççĕ.
Çырав специалисчĕсене ятарлă хутсемпе кăна мар, планшетлă компьютерсемпе те ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Чăвашстатăн районти тĕп специалист-эксперчĕ Людмила Осипова пĕлтернĕ тăрăх, цифрăллă техникăна çырав пуçланас умĕн валеçсе параççĕ. Çак тапхăрта вĕсем перепиç тата инструкци докуменчĕсене, кун кĕнекисене, удостоверенисене алла илеççĕ, шутлав участокĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ.
Переписчиксен ĕç сахал мар. Ятарлă вĕренÿре ăс пухни çеç мар, уйăх вĕçĕччен вĕсен çирĕплетнĕ участокра çырав объекчĕсен даннăйĕсене тĕрĕслемелле, респондентсемпе тĕл пулса калаçса анлă мероприятин тĕллевĕсене ăнлантармалла.
Аса илтерме, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ июлĕн 1 – августăн 15-мĕшĕсенче иртет.
Светлана ЧИКМЯКОВА.