21 июня 2016 г.
Вăтăр–хĕрĕх çул каялла Совет Союзĕнче пурăнакансем тĕнчери чи нумай вулакансем шутланнă. Шел, паянхи Раççей çыннисенчен ытларахăшĕ хаçат-журнала, кĕнекене алла хăçан тытнине астумасть тесен те йăнăш пулмĕ. Темшĕн-çке хăшĕсем нимĕнпе те кăсăкланмаççĕ. Ял, район, республика çыннисем мĕнле пурăнаççĕ? Вĕсене мĕн хумхантарать? Мĕн çĕнни, мĕн лайăххи пур?
Халĕ, кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр вĕçленсе пынă кунсенче, ирĕксĕрех çак шухăш пырса кĕрет. Акă, совет тапхăрĕнче районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата вунă пине яхăн килте илсе тăнă пулсан, халĕ – çурринче яхăн кăна. Район хаçатне, тĕпрен илсен, ватăсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем – совет тапхăрĕнче чухне вулама хăнăхнисем – кăмăлласа çырăнаççĕ. Анчах çамрăксем пирки çакна калаймăн. Вĕсем кăна-и? Тĕрлĕ шайри депутатсенчен, интеллигент тесе шутланакансенчен, влаç тытăмĕнче ĕçлекенсенчен, пуçлăхсенчен т.ыт.те пурте район хаçатне вулаççĕ тетĕр-и? ,ненес килмест.
Пĕррехинче пÿлĕме районта пурте лайăх пĕлекен, яваплă ĕçри пуçлăх кĕрсе тăчĕ. «Иртнĕ шăматкунхи хаçатра çывăх тăванăм пирки пысăк статья пичетленнĕ терĕç, – тÿрех пуçларĕ çавскер. – Тархасшăн, пĕр хаçат тупса параймăр-ши?» «Хаçата хăвăр çырăнса илместĕр-им?»– тетĕп хăнана. «Вунă çул ытла пĕр хаçат та çырăнман, вулама вăхăт та çук»,– пытармарĕ хайхискер. Хаçат пĕлтерĕшĕ, унăн кирлĕлĕхĕ пирки кĕске калаçу ирттерме лекрĕ. Юрать, кÿренекен йышшинчен мар вăл. Кăштах вăхăт иртсен хайхискер машинине чарсах хыпар пĕлтерчĕ: «Эпĕ те халĕ «Çĕнтерÿ çулне» илсе тăратăп. Питĕ интереслĕ хаçат...».
Тĕрĕссипе, районта пурăнакан е ĕçлекен çыннăн ал айĕнче яланах «Çĕнтерÿ çулĕ» пулмалла тесе шутлатăп. Республикăра паян тухса тăракан «Хыпар» хаçата пуçарса-йĕркелесе янă Н.Никольский «хаçат ырра вĕрентет» тенине те асра тытасчĕ. Ученăйсем палăртнă тăрăх, хаçат-журнал, кĕнеке вулакан çын ытларах пурăнать иккен. «Çĕнтерÿ çулĕ» вулакан валли тухса тăрать, ăна пулăшма тăрăшать. Ахальтен мар аслă çулпуç хаçат коллективлă пропагандистпа агитатор кăна мар, коллективлă йĕркелÿçĕ те пулнине палăртнă.
Вулакансем пурнăçра тĕл пулакан тĕрĕсмарлăхсене, йĕркесĕрлĕхсене пĕтерме ыйтса тĕрлĕ çĕре çитнĕ хыççăн, улшăну пулманнине кура, юлашкинчен редакцие çыраççĕ-килеççĕ. «Хаçат пулăшасса шанатпăр»,– теççĕ. Вулакансем çĕкленĕ ыйтусене татса парассипе хаçат тĕллевлĕ ĕçлет. Ку тĕлĕшпе чылай тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Калăпăр, поселокри Советски урамри «Арбата» тепĕр хут тавăрассишĕн темиçе те çырма тиврĕ. Йăлари хытă каяшсене канмалли кунсенче те турттарса кайма кирли пирки хаçат çулталăк ытла тĕллевлĕ çырса, ырă мар тĕслĕхсен ÿкерчĕкĕсене пичетлесе тăчĕ. Çапла, юлашкинчен ку ыйту та татăлчĕ.
Çывăх вăхăтра акă пĕр ялта пурăнакансене хумхантаракан çивĕч ыйту пирки критикăллă материал пичетлеме палăртатпăр тата ыт.те.
Хăшпĕрисем хаçат хаклă теççĕ. Тĕрĕссипе, уйăхне район хаçачĕн 8–9 номерне 66 тенкĕпе илсе тăратпăр. Тепĕр чух эрех-сăмакуна миçе пин тенкĕлĕх ĕçсе юхтарнине темшĕн-çке шута хумастпăр.
Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте, халăх йышĕ самаях чакнине шута илсен, паянхи кун «Çĕнтерÿ çулĕ» 6 пин ытларах экземплярпа тухса тăмалла.
Çырăнтару тапхăрĕ вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ĕлкĕрейменнисен васкамалла. Е тата тăван-пĕтене, юлташсене лайăх парнепе савăнтарма пулать, калăпăр, çуралнă е ытти паллă кун ячĕпе «Çĕнтерÿ çулне» çырăнса парсан, вĕсем çур çул хушши тав туса пурăнĕç.