Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Велосипедăр сыхлăхра-и?

21 июня 2016 г.

Кăçал ăшă кунсем çитме те ĕлкĕреймерĕç, велосипедсем çухалнă тĕслĕхсем çырăнчĕç. Май пуçламăшĕнче акă Вăрнарти Севернăй тăкăрлăкри 4-мĕш çуртăн пĕрремĕш хутĕнчен «Стелс-710» «ураланнă».

Халĕ поселокра çеç мар, ялсенче те ку транспортпа çÿрекенсем йышлă. Çынсем, ытларах ачасем, ыттисене шанса хăйсен икĕ урапаллă тусĕсене лавккасем, подъездсем, шкулсем умĕнче асăрхавсăрах хăвараççĕ. Çакă «çивĕч» куçлисене, кукăр алăллисене илĕртет те.

Велосипеда çухатас мар тесен мĕн тумалла-ха? Чи ансат мел – ăна вăрăсенчен хÿтĕлесе çăрасемпе, сигнализаципе çирĕплетесси. Ниçтан та кăкарма май çук пулсан видеоасăрхав камерисем сăнакан вырăнта хăварсан аван. Велосипед рами, урапи е ытти çĕрте хăвăрăн ята е ятарлă гравировка туни ăна хăвăрт тупма пулăшать. Паллах, ун докуменчĕсене упрасси пирки те манмалла мар.

Енчен те велосипед çухалнине асăрхасан тÿрех полицие «02» телефонпа шăнкăравлăр. Юлташăрсене, пĕлĕшсене пĕлтерĕр – тен, сирĕн «туса» вĕсем урăх çын аллинче курма пултарнă. Енчен те велосипеда хăвăр майпа тупсан туртса илме ан хăтланăр, полицие пĕлтерĕр. Малалла ĕçе уçăмлатасси – пирĕн ĕç.

Эльвира ТАТАРОВА,

полицин районти пайĕн çула çитменнисемпе тимлекен

аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика