21 июня 2016 г.
Шупашкарта Мускав районĕнчи шырав пайĕ 29 çулхи ĕçсĕр пурăнакан çамрăк тĕлĕшпе приговор кăларнă. Ăна Раççей Федерацийĕн уголовлă кодексĕн 282-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланă.
2015 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче тата 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче социаллă сетьре экстремизма палăртакан видеоматериалпа графика ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Вĕсем нацисем хушшинчи курайманлăхпа çыхăннă.
Уголовлă ĕç пынă май психологипе лингвистика экспертизине тунă. Çакă факта çирĕплетме май панă. Çамрăк хăйĕн айăпне йышăннă. Унăн халĕ 300 сехет ĕçлемелле пулать.