21 июня 2016 г.
Районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕ Вăрнар районĕнчи пĕр ялти 35-ри арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ.
Следстви версийĕпе, кăçалхи мартăн 6-мĕшĕнче ниçта та ĕçлемен арçын Чăрăшкас Мăратра хут уйăрттармасăр пĕрле пурăннă хĕрарăма ун килĕнче хĕнесе вĕлернĕ. /сĕрскер, ăна 28 хутчен пуçĕнчен тата кĕлеткинчен çапнă, 11 аяк пĕрчине хуçнă, пуç мимине вăйлах айăпланă. Сурансене пула хĕрарăм инкек вырăнĕнче темиçе минутранах вилсе кайнă.
Судпа психиатри экспертизи тăрăх арçын тăнпах пулнине палăртнă. Ăна маларах та çичĕ хутчен уголовлă явап тыттарнă имĕш: 1999 çулта – çаратнăшăн, 2000 çулта – вăрланăшăн, 2015 çулта – çыннăн сывлăхне юриех вăтам сиен кÿнĕшĕн, 2012 тата 2015 çулсенче – хĕненĕшĕн, 2016 çулта – асаплантарнăшăн.